Тюменьри Заречный паркӗнче те июнӗн 17-мӗшӗнче Акатуй иртнӗ
Раççейре чăвашсем йышлă пурăнакан пур регионта та хальхи вăхăтра çуллахи уявсем иртеççӗ
Вăл Нижнетавдински, Сорокински, Исетски, Аромашевски, Ярковски, Тюменски районӗсенчен, Заводоуковски тата Голышмановски округсенчен килнӗ, хуларан пуçтарăннă хутшăнакансен парадӗнчен пуçланнă.
Акатуя пуçтарăннисене саламлама Раççейри Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн Председателӗ Николай Гаврилов, Тюмень облаçӗн Правительствинчи нацисен ӗçӗсен комитечӗн председателӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Роман Малыгин тата ытти хисеплӗ хăнасем килсе çитнӗ. Николай Гаврилов уява хутшăнакансене саламласа йӗркелекенсене Тав çырăвӗсем парса чысланă.
Тюмень тăрăхӗнче чăвашсем сахалăн мар. Кунта Тюмень облаçӗнчи чăвашсен «Тăван» ассоциацийӗ 31-мӗш çул ӗçлет, халăх йăлисем упранса пыччăр тесе тимлет. Хулари «Ентешлӗх» пӗрлешӗвӗн председательне Алексей Павлова нумай пулмасть Раççейри Чăваш наципе культура автономийӗн Канашне суйланă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев