Тивӗҫлӗ ӗҫе ачаранах хатӗрленмелле
Ӗҫпе тивӗҫтерекенсене пурне те универсаллӑ ӗҫлекенсем кирлӗ
Февралӗн 28-мӗшӗнче Хусан-Аренӑра республикӑри ҫамрӑксен "Кадр резервӗ" проекта уҫрӗҫ.
Дискусси вӑхӑтӗнче хутшӑнакансем Тутарстан ӗҫ рынокӗнчи тенденцисене сӳтсе яврӗҫ: хальхи вӑхӑтри кӑткӑс условисенче мӗнле професси суйласа илмелле, ӑҫта тата мӗн чухлӗ вӗренмелле тата ытти те.
Программӑн пӗрремӗш кунӗнче студентсен, шкул ачисен лидерӗсем информацие тӗрӗс йышӑнса, унран кирлине илсе усӑ курасси пирки калаҫрӗҫ.
Ҫак форума Тутарстанри 1200 заявкӑ панӑ ҫамрӑкран 120 ҫынна суйласа илнӗ. Вӗсем республикӑри паллӑ ҫынсемпе тӗлпулса калаҫрӗҫ. Вӗсен шутӗнче ТР Ҫамрӑксен министрӗн ҫумӗ Тимур Сулейманов, "Рубин" футбол клубӗн тренерӗ Леонид Слуцкий тата ыттисем.
Пӗлтӗр предприятисенчен 42 проценчӗ хушма сотрудниксене ӗҫе илнӗ, 61 проценчӗ ӗҫлекенсен шалӑвне ӳстернӗ. Ку лайӑх кӑтарту. Мӗншӗн тесен халь шӑпах "Демографи шӑтӑкӗ" текен вӑхӑтсенче ҫуралнисем вӗренсе пӗтерсе ӗҫе вырнаҫаҫҫӗ.
Проектӑн ӗҫӗ мартӑн 4-мӗшӗччен тӑсӑлать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев