Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тольяттире чăваш чӗлхи клубӗ ӗçлет

Самар облаçӗнчи Тольятти хулинче чăвашсем сахалăн мар пурăнаççӗ. Хăй вăхăтӗнче çак хулари автозаводра ӗçлеме Тутарстан чăвашӗсем те пайтахăн кайнă. Унта Чăваш наципе культура автономийӗ те йӗркеленӗ йăхташăмăрсем. Обществăлла организаци ăнăçлă ӗçлет: тăтăш тӗрлӗ мероприятисем ирттерет, область шайӗнче иртекен мешехесенче те хăйсене тивӗçлӗн кăтартаççӗ Тольятти чăвашӗсем.

Ак ноябрӗн 12-мӗшӗнче Тольяттири «Истоки» библиотекăра çуллахи каникул хыççăн çӗнӗрен чăваш чӗлхи клубӗ ӗçлеме пуçларӗ тесе пӗлтереççӗ çак хулара пурăнакан вулаканăмăрсем. Уроксене Самар облаçӗнчи пӗртен-пӗр чăваш çыравçи, пирӗн ентешӗмӗр – Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче çуралса ӳснӗ Владимир Левуков ертсе пырать.

Чăвашла тӗплӗнрех вӗренес, пӗлӗве тарăнлатас текенсем сахалăн мар. Чи малтан пухăннисен умӗнче Тольятти хулинчи ЧНКА правленийӗн председателӗ Александр Бикмурзин тухса калаçрӗ, килнисене тăван чӗлхене вӗренессинче ăнăçу сунчӗ, унпа калаçура анлăнрах усă курма сӗнчӗ. «Истоки» библиотекăн заведующийӗ Ольга Альшевская та кунта вӗренме килекенсене те, кӗне вулама çӳрекенсене те яланах хаваспа кӗтсе илни пирки пӗлтерчӗ. Чăвашла вӗрентекен Владимир Левуков та йăхташсене вӗренӳре ăнăçу сунчӗ, чăваш чӗлхи кирлӗлӗхне палăртрӗ. Александр Спирин пухăннисене чăвашла юрă юрласа хавхалантарчӗ. Александр хăй те çак клуба çӳресе чăвашла вӗреннӗ, çитӗнсен те çӳреме пăрахман.

Каласа хăвармалла, «Истоки» библиотекăра ытти чӗлхепе çырнă кӗнекесемпе пӗрлех чăвашлисем те питӗ нумай. Хулара пурăнакан чăвашсем яланах кунта килсе вулама пултараççӗ вӗсене. Çавăн пекех Тольяттири Чăваш наципе культура автономийӗ кăмăл пуррисене пурне те чăваш чӗлхи клубне çӳресе тăван чӗлхене вӗренме йыхравлать. Клуба çӳрекенсем «Истоки» библиотекăра (Горький урамӗ, 42-мӗш çурт) пухăнаççӗ.  

Александр БИКМУРЗИН.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев