Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТОЛЬЯТТИРЕ ЧĂВАШ ЧӖЛХИ КУННЕ УЯВЛАРĂМĂР

Кăçал уява Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн юбилейне халалларăмăр

 

Кăçал уява Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн юбилейне халалларăмăр

Тăххăрмӗш хут ирттертӗмӗр Чăваш чӗлхи кунне эпир – Тольяттири Чăваш наципе культура автономийӗнчи чăвашсем. Кăçал уява Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн И.Я.Яковлевăн юбилейне халалласа нумай çӗнӗлӗх кӗртрӗмӗр. Вăл хатӗрленӗ чăваш алфавичӗ сцена çинче, çумӗнчех вырăс азбукинче çук чăн чăвашла 4 саспалли: Ă, Ӗ, Ӳ, Ç. Мероприятие те Чăваш Республикин гимнӗпе пуçларăмăр. 

Маларах çакнашкал мероприятисем «Истоки» ятлă библиотекăра (ертӳçи О.А.Горшенева) иртетчӗç, юлашки çулсенче хулари Халăхсен Туслăх Çуртӗнче ыр курса палăртатпăр. Канмалли кунпа усă курса ака уйăхӗн 23-мӗшӗнчех ирттерме шутларăмăр. Вырăнти Чăваш наципе культура автономийӗн правленийӗн председателӗ А.П.Бикмурзин, хула администрацийӗн этноконфессиллӗ хутшăнусем енӗпе тӗп специалисчӗ Е.В.Маслова сцена çине тухса Чăваш чӗлхи кунӗпе саламларӗç.

Хулари пур ансамбль те хутшăнчӗ мероприятие. Ачасене чи малтан сăмах патăмăр. Эпӗ ертсе пыракан вырсарни шкулӗнче чи хастар вӗренекен Анюта Васильева (вырăс хӗрачи) чăвашла «Тăван çӗршыв» сăвва питӗ аван, сăмахсенче пусăмсене тӗрӗс лартса вуласа пачӗ. Пултаруллă хӗрача гитарăпа, пианинăпа каласа та куракансене савăнтарчӗ. «Шевле» ансамблӗнчи ачасем (ертӳçи Наталья Панфиленко) чăвашла ташласа та, юрласа та хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç. Наталья ертсе пыракан аслисен чăваш халăх ансамблӗ (аккомпаниаторӗ Владимир Кузьмин) чăваш халăх юррисемпе илемлетрӗ праçнике.

Атăл леш енчи Зольное ялӗнчен килнӗ сцена ăстисем «Хӗмленекен вут» (Пылающий огонь) чăваш халăх халапӗ тăрăх лартнă сценкăна питӗ интереслӗ выляса пачӗç (ертӳçи Галина Сандрейкина).  Жигулевск хулинчи «Асамат» чăваш фольклор ансамблӗ (ертӳçи Галина Сандрейкина), Поволжскири (Комсомольки районӗ) «Шурăмпуç» чăваш фольклор ансамблӗ (ертӳçи Людмила Сибулатова), Автозавод районӗнчи «Телей» чăваш халăх ансамблӗ (ертӳçи Светлана Родионова), пирӗн «Хӗлхем» çемье ансамблӗ – пурте чăваш халăх тата эстрада юррисемпе сцена çинче пулчӗç. 

Çакна палăртмалла, халăх ансамблӗсен шучӗ ӳсме пуçларӗ. Коллективсене çӗнӗ юрлакансем хутшăнаççӗ. Ку питӗ аван пулăм. Чăваш культурине хисеплесе килнӗ куракансем залра туп-тулличчӗ. Чăвашсем кăна мар, вырăссем те, ытти халăх çыннисем те пурччӗ. Ачасем вăйăсене хастар хутшăнчӗç. 

Чăваш чӗлхи кунне вырăсла пирӗн шанчăклă тус Ольга Горшенева, чăвашла вара Зинаида Левукова ертсе пычӗç. Кăçал Раççейре Педагог тата вӗрентекен çулталăкӗ пулнăран мана вӗренекенсем питӗ пысăк чыс турӗç: Анюта Васильева чечек çыххи тыттарчӗ, мăшăрăм Зинаида вара ман валли пӗр систермесӗр ятарласа çӗлеттернӗ шупăр парнелерӗ. Ку маншăн пысăк тӗлӗнтермӗш пулчӗ! Савăннипе эпӗ, Пӗтӗм Раççейӗпе пӗрремӗш хут ирттернӗ «Ялан янра, чăваш чӗлхи» сăвă вулакансен пысăк конкурс-фестивалӗнче Петӗр Хусанкайăн сăввипе 1-мӗш вырăн йышăннăскер, «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăвва çак мероприятире куракансене пăхмасăр каласа патăм. 

Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă  Чăваш чӗлхи кунӗ питӗ чаплă иртрӗ.  

 

Владимир ЛЕВУКОВ. 

Тольятти хули.

З.Левукова сăнӳкерчӗкӗ. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 175-летие И.Я.Яковлева