Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра «Тотальный диктант» çырма 38222 çын хутшăннă

Çулсерен иртекен «Тотальный диктант» çутӗç акци Тутарстанра мӗнле иртнине «Татар-информ» информаци агентствинче каласа пачӗç. Кăçал хутшăнакансен шучӗ рекордлă пулнă, мероприяти çӗнӗ вырăнсенче, çав шутра çар чаçӗсемпе предприятисенче иртнӗ, ăна Александр Сергеевич Пушкина халалланă.

Тутарстан Республикин çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Владислав Усанов пӗлтернӗ тăрăх, иртнӗ шăматкун республикăра 40 пине яхăн çын диктант çырнă.

«Пӗтӗмӗшле диктантпа кăсăкланасси çулран çул ӳссе пырать, уйрăмах çамрăксем хушшинче. Вăл моднăйрах, кирлӗрех пулса пырать. 40 пин çын хутшăнни –  çак пуçару республикăра пурăнакансене ытларах та ытларах илӗртнине кăтартса парать», –  палăртрӗ Владислав Усанов.

Çӗнӗ форматсемпе площадкăсем

2026 çула Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ, Тутарстанра –  Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗ  пулнăран йӗркелӳçӗсем çӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Мероприяти пӗрремӗш хут призыв пункчӗсенче тата танк училищинче иртнӗ.

«Пулас хӳтӗлевçӗсем, курсантсемпе призывниксем хавхаланса хутшăнчӗç. Ку пирӗншӗн çӗнӗ аудитори, эпир çакна малалла та аталантарăпăр», – палăртрӗ министр çумӗ.

Çавăн пекех ТР Промышленностьпа суту-илӳ министерстви пулăшнипе диктант хупă йышши площадкăсенче – республикăри пысăк предприятисенче те иртнӗ, унта ӗçлекен çамрăксемпе пӗрле аслă çултисем те хăйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Яланхи пекех республикăри Туслăх Çурчӗсем, библиотекăсемпе аслă шкулсем тӗп площадкăсем пулса тăнă.

Цифрăсемпе географи

ТР культурăпа диалог центрӗн директорӗ тата акцин регионти операторӗ Дарья Дмитриева цифрăсемпе паллаштарчӗ. Диктанта пурӗ 109 çӗршывран 2,9 миллион ытла çын çырнă. Тутарстан Республикинче акцие 38222 çын хутшăннă – ку Раççейри хутшăнакансен пӗтӗмӗшле йышӗн 27 проценчӗ.

Хусанта диктант çырма 9257 çын килни  Тутарстанăн тӗп хулине Санкт-Петербургран (8899) тата Мускавран (8165) иртсе миллионлă хуласен хушшинче пӗрремӗш вырăн йышăнма май панă. Пурӗ 45 муниципаллă районпа хула округӗсенче 1863 площадка ӗçленӗ. Хутшăнакансен вăтам ӳсӗмӗ – 28 çул, чи асли 94 çулта пулнă, чи кӗçӗнни — 8 çулта.

Хусанта чи паллă площадкăсем – ТР Наци библиотеки, Туслăх Çурчӗ, «Раççей. Манăн истори» курав, ЗАГС пулнă. Диктанта пӗрремӗш хут Г.Камал ячӗллӗ çӗнӗ театрта та çырнă.  

Уйрăм формат: япăх илтекенсем валли адаптивлă диктант

2026 çулта Хусанта Пӗтӗм Раççейри япăх илтекенсен обществипе пӗрле хăлха илтмен çынсем валли пӗрремӗш хут адаптациленӗ диктант йӗркеленӗ. Вӗсем валли икӗ площадка ӗçленӗ: «Сибур» эко-павильон (16 çын) тата  Ласточкина ячӗллӗ шкул-интернат (45 çын). Текста ятарласа майлаштарнă, площадкăсенче сурдопереводчик ӗçленӗ.

Çăлтăрсем 

Диктант текстне тӗрлӗ çӗрте паллă çынсем вуланă: спорт комментаторӗ Денис Казанский, «Женский стендап» шоуна хутшăнакан Марина Маркова, актер тата телеертӳçӗ Андрей Ургант, ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров, ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева тата ыттисем те.

Ачасемпе ют çӗршыв çыннисем: хăйсен формачӗсем

Вырăс чӗлхине чи çамрăк юратакансем валли «Недиктан.Дети» акци иртнӗ. Тӗнчипе унта 9738 çын хутшăннă, Хусанта – 763 ача. Ют çӗршыв çыннисем валли ятарлă  «TruD» тестировани йӗркеленӗ, ăна тӗнчипе 10200 çын çырнă, Тутарстанра – 311 çын.

Пушкина халалланă диктант

ТР вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗн председателӗ  Ирина Александровская палăртнă тăрăх, диктанта кăçал Александр Сергеевич Пушкина халалланă.

«Республикăра поэт ячӗпе çыхăннă паллă вырăнсем нумай. Пушкин ячӗллӗ 93-мӗш гимназире диктанта харăсах икӗ журналист вуланă, акци палăк умне чечексем хурса сăвăсем вуланинчен пуçланнă», – пӗлтерчӗ вăл.

Пушкин ячӗллӗ культура центрӗ те уйрăм вырăн йышăннă, унта ирхи 6 сехетрен пуçласа 23 сехетчен штаб ӗçленӗ. Кунта диктанта ТР Общество палатин  пайташӗсем, çыравçăсем, поэтсем çырнă.

Йăнăшсем

Ирина Александровская вырăс чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ пулнă май йăнăшсемпе паллаштарчӗ. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, диктант ытла кăткăс пулман, анчах йывăрлăхсем пулнă: «Фенотропил» (ноотроплă препарат) сăмахра нумайăшӗ йăнăш тунă, «наперсница» –  "шанчăклă çын, тантăш" пулнине пурте чухласа илеймен, «пушкинские места»  пысăк саспаллипе çырнă.

Йăлана кӗнӗ йăнăшсем те пулнă: тӳрӗ пуплеве çырасси, кăткăс предложенисенче пунктуаци лартасси, çаврăнăшсене уйăрасси, глаголсене тата ытти йăнăшсем.

Кăçал диктант çыракансем хушшинче отличниксен шучӗ ӳснине тата çав шутра ачасемпе пӗрле диктант çыракан ашшӗ-амăшӗсем нумайланине те  каласа хăварчӗ Ирина Алексеевна.

«Библионочь» коллабораци

ТР Наци библиотекин представителӗ Николай Басков  хулари тӗп площадкăсенчен  пӗринче   акци мӗнле иртни çинчен каласа пачӗ.

Кăçал  Наци библиотекинче  диктанта тăватă вырăнта çырнă: пысăк конференц-залра, компьютер занятийӗсен залӗнче, «Золотая черепаха» куравăн залӗнче тата ача-пăча залӗнче. Диктанта вулакансенчен пӗри совет театрпа кино актерӗ Андрей Ургант пулнă. Вăл диктант çырассине чăн-чăн шоуна çавăрнă – çыракансемпе диалог йӗркеленӗ.  

Палăртса хăвармалла: çак кунах Наци библиотекинче çулсерен иртекен Пӗтӗм Раççейри «Библионочь» акци те  иртнӗ.

«Диктантпа акци темисем пӗр  пулнăран йӗркелӳçӗсемпе тата Андрей Ургантпа коллабораци ирттертӗмӗр. Диктант хыççăн эпир "ыйту-хурав" форматпа тӗлпулу йӗркелерӗмӗр, унта кӗнекесемпе вулава сӳтсе яврăмăр. Ку мероприяти питӗ интереслӗ иртрӗ», – пӗлтерчӗ спикер.

Библиотекăна çак кун виçӗ пин ытла çын килнӗ, Андрей Ургантпа тӗлпулăва 286 çын хутшăннă.  

«Литрес»  сервис представителӗ Екатерина Пермякова та диктант вуланă хыççăн йăнăшсене тишкернӗ, çакă диктант çыракансенчен çыхăну илме, диктантпа тата библиотекăра иртекен мероприятисемпе кăсăкланассине ӳстерме май туса панă.

Кăтартусене хăçан кӗтмелле?

Ӗçсене шăматкунпа тунтикун хушшинче тӗрӗсленӗ, анчах та федераци центрӗ вӗсене каярах пӗрлехи базăна вырнаçтарӗ. Онлайн çыракансемшӗн кăтартусене апрелӗн 24-мӗшӗнче пӗлтерӗç. Ыттисене – кăшт каярах. Информацие акцин официаллă сайтӗнче тупма пулать.

Тав сăмахӗ

Йӗркелӳçӗсем ТР Çамрăксен ӗçӗсен, ТР Вӗрентӳпе наука, ТР Культура  тата ТР Промышленностьпе суту-илӳ министерствисене, çавăн пекех партнерсене акцие ирттерме пулăшнăшăн тав турӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: тотальный диктант минмолодежи #Татарстан