Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗп приза чи çамрăк спортсмен Арсений Ушаков çӗнсе илчӗ

Матакра Совет Союзӗн Геройӗ Семен Уганин ячӗллӗ 22-мӗш турнир иртрӗ. Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă ăмăртăва кăçал Чулхула облаçӗнчи Сергач хулинчен, Чăваш Енри Шупашкар хулипе Шăмăршă районӗнчи Асанкасси ялӗнчен, районти Матак, Шланка, Хураката, Кӗçӗн Чăнлă ялӗсенчен тата районти спорт шкулӗнчен пурӗ 74 çамрăк спортсмен хутшăнчӗ.

Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗн шкулӗнче Аслă Çӗнтерӳ уявӗнче хисеплӗ ентеше Совет Союзӗн Геройне Семен Артемьевич Уганина асăнса тата çамрăксене патриотизм воспитанине паракан кӗрешӳ турнирӗ ирттересси йăлара. Кăçалхи шучӗпе 22-мӗш пулчӗ. Мероприятие Çӗпрел район администраци пуçлăхӗн çумӗ Алексей Егорович Ярухин, вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Владимир Иванович Шумилов, Матак шкулӗн директорӗ Марина Ивановна Ермолаева тата турнирăн яланхи спонсорӗ, «Тус» строительство компанийӗн генеральнăй директорӗ Николай Федорович Угаслов уçрӗç. Вӗсем пурне те Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çулхи юбилейӗпе саламларӗç, спортсменсене вара ăнăçу сунчӗç.

Спортсменсем 12 виçе йывăрăшӗнче кӗрешрӗç хальхинче, кавир çинче вăй виçекен хӗрсем те пулчӗç. 

Палăртса хăвармалла, Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă пӗртен-пӗр мероприяти кăна марччӗ вăл, ăмăрту умӗн Матак шкул ачисемпе ял çыннисем «Вилӗмсӗр полка» тухрӗç, унтан митинг Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин салтакӗсен мемориалӗ умӗнче малалла тăсăлчӗ.

Темиçе сехете тăсăлнă кӗрешӳ яланхи пекех хальхинче те хӗрӳ пулчӗ, кашни вăйне, пултарулăхне хӗрхенмерӗ. Çапах та Çӗпрел район администраци пуçлăхӗн призне (тӗп парнене) пӗри кăна çӗнсе илчӗ. Велосипеда чи çамрăк спортсмен, 22 килограмм виçе категорийӗнче мала тухнă Матак шкул ачи Арсений Ушаков тивӗçрӗ. Арсений кӗрешӳ спорчӗпе кăçал кăна туслашнă-ха, ку пӗрремӗш турнир уншăн. Малашне те маттур спортсмен пуласса иккӗленместпӗр. 

Ытти виçе категорийӗнче çӗнтернисене те медальсемпе, Хисеп хучӗсемпе тата асăнмалăх парнепе чысларӗç. Çакăн пек илемлӗ мероприятие ирттерме пулăшнăшăн йӗркелӳçӗсем спонсорсене – Николай Угаслова, Альберт Низамовпа Ильдар Айметова тав тăваççӗ.

 

Сăнӳкерчӗксем Çӗпрел районӗн сайтӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 80-летие Великой Победы