Тӗп тимлӗхре кăçал çарпа ӗç паттăрӗсем
ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн пӗлтӗр октябрь уйăхӗнче тухнă 863-мӗш Указӗпе 2026 çула Тутарстанра Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗ тесе йышăннă. Тӗллевӗ – республика çыннисен вăрçă хирӗнчи тата ӗçри паттăрлăхне асра тытасси, çарпа ӗç ветеранӗсене тӗрев, çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийӗ парасси, ӗçпе çар службин сумне ӳстересси. Çулталăк планӗ хатӗр. Мӗн-мӗн тума палăртни çинчен ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ черетлӗ брифингра каласа пачӗç.
Февралӗн 18-мӗшӗ тӗлне республикăра Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин 5833 ветеранӗпе 1065 тăлăх арăмӗ пурăнать. Вӗсенчен 146-шне ку е вăл районпа хулан хисеплӗ çыннин ятне панă. Çӗршыв паттăрӗсен шутне кӗнӗ 439 çын республикăн мăнаçлăхӗ. Вӗсенчен 353-шӗ Совет Союзӗн Геройӗ, 51-шӗ Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ, 35-шӗ Раççей Геройӗ. Çӗршывăн чи пысăк наградине ятарлă çар операцийӗнче 17 çын тивӗçнӗ пирӗн, шел, 8-шӗ вилнӗ хыççăн.
Ятарлă çар операцине хутшăннисемпе вӗсен çемйисене пулăшу парассине республика лайăх йӗркеленине палăртрӗ ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова. Тӗслӗхрен, «Алга», «Тимӗр» тата «Батыр» батальонсен салтакӗсене республика бюджетӗнчен пӗр хутчен 360 пин тенкӗ тӳлеççӗ. СВОна хутшăннисене газ кӗртме 100 пин тенкӗ, çул çитмен ачисене пӗр хутчен 20-шер пин тенкӗ, тин çуралнă пепкисене ача комплектне парса пулăшаççӗ. Кăçал январӗн 1-мӗшӗнчен харпăр ӗç пуçлама вӗсене – 350 пин, ял хуçалăхӗнче ӗç пуçарма «Агромотиватор» программăпа 7 миллион тенке çитиччен грант, ӗçпе тивӗçтерекен центрсенче регистрациленсен ӗç пуçарма 145,1 пин тенкӗ пулăшу пăхăннă.
Ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсене ӗçпе тивӗçтересси уйрăм тимлӗхре. Республикăри 545 организаци вӗсем валли 3,9 пин ваканси хатӗрленӗ. «Кадры» наци проекчӗпе тӳлевсӗр вӗренӳ иртме те май пур. Кăçал 7 пин ветерана вӗрентме хатӗрленет Тутарстан. Сăмах май, 219 ветерана ӗçе вырнаçтарнă пӗлтӗр.
Аманса сывлăхӗ хавшанă 192 ветеран республикăн реабилитаци центрӗсенче (пӗтӗмпе 10) тӳлевсӗр реабилитаци иртнӗ.
Çар тивӗçне пурнăçласа пуç хунă ентешсен ятне ӗмӗрлӗхе хăварас тӗллевпе Атăлçи тăрăхӗнче «Герои Отечества» проект 2018 çултанпа пурнăçланать. Тутарстанра çар тата йӗрке хуралӗн 248 паттăрӗн ятне шкулсемпе урамсене панă, палăксем лартнă.
ТР культура министрӗ Ирада Аюпова Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тутарстансене асăнса Крым Республикинче палăк лартассипе ӗçсем пынине те пӗлтерчӗ. Шел, Хусан обвочӗн строительствин теми брифингра хальхинче те питех илтӗнмерӗ. Тӗрӗссипе, 1941-1942 çулсенче шартлама сивӗре пин-пин çын окоп чавнин паттăрлăхӗн палăкӗ Хусанта пулсан та пăсмӗччӗ.
Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалласа республикăра кăçал 1160 ытла культура мероприятийӗ иртмелле. План хатӗр, вӗсене кашни районпа ведомствăна çитернӗ. Паллах, чи пысăк мероприяти Аслă Çӗнтерӳ кунӗ пулӗ. Хатӗрленӳ ӗçӗсем пуçланнă та ӗнтӗ. Сăмах май, «Çӗнтерӳ поезчӗ» интерактивлă курав кăçал Хусанта мартăн 8-мӗшӗнче çитсе 11-мӗшӗччен ӗçлет. Ветерансен пултарулăх ушкăнӗсен «Балкыш» республика фестивалӗн зонăри тапхăрӗсене 7 районта ирттерме палăртнă.
Тутарстанра Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин вăхăтӗнче фронт валли чи кирлӗ япаласем кăларнă 27 предприяти ӗç паттăрлăхӗн ятне тивӗçнӗ. Çӗр-çӗр çемье династийӗ, хăшӗ-пӗрин ӗç çулӗ калама çук пысăк. Шăп çакăн пек çемьесене кăçал пӗр кӗнекене пухассине тата пысăк курав йӗркелессине тепӗр спикер «ТР Профсоюзсен федерацийӗн» председателӗ Елена Кузьмичева пӗлтерчӗ.
ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви «Молодежь и дети» наци проекчӗпе çамрăксене патриотизм мероприятийӗсене явăçтарать. Апрелӗн 2-мӗшӗнче иртекен «Вахта Памяти – 2026» Пӗтӗм Раççей акцийӗсӗр пуçне «80 дней до Победы», «Урок памяти», «Стена памяти» акцисене те хутшăнӗç вӗсем. Республикăн 67 шырав отрячӗ (1200 çын) ентешсен çар паттăрлăхне сыхласа хăварас ӗçе малалла тăсать. 2025 çулта вӗсем Ленинград облаçӗнче Совет Союзӗн Геройӗн Василий Алексеевич Гречишниковăн экипажӗ вилнӗ вырăна асăрхаса, летчиксен ятне-шывне тупнă. Кăçал шыравçăсем 12 региона, çав шутра Крымпа Беларусь республикисене те, экспедицие кайма хатӗрленеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев