Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Наци музейӗн çӗнӗ куравӗнче Петропавловски соборăн историйӗ

Июлӗн 3-мӗшӗнче, 15.00 сехетре, ТР Наци музейӗнче «Хусанти Петропавловски собор: çветить тунăранпа 300 çул» ятлӑ курав уçӑлать

 

Экспозицире православи культурин раритечӗсем: храма никӗсленӗ Иван Афанасьевич Михляев парнисем, XIX-XX ӗмӗрсенче тӗне ӗненекенсем панă япаласем, çавӑн пекех чиркӳ япалисем тата архиерей тумӗн элеменчӗсем. Вӗсенчен нумайӑшне 1920-1930-мӗш çулсенче Хусанти правосав тӗнӗн храмӗсене хупнӑ хыççӑн собора панӑ.

Выставкӑра питӗ сайра тӗл пулакан япаласем курма пулать. 1681 çулхи ылтӑнпа кӗмӗлтен тăракан окладлă Евангелие. Ун ăшне 1726 çулта И.А.Михляев çырса хăварни те пур. Феодосий Черниговский сӑваплӑ çыннăн, тӗлӗнтермӗш ӗçсем тăваканăн 1897 çулхи турăшӗ. Хусанти турăш çыракан И.Н.Хрусталев 1887 çулта Александр Невский çветтуйăн турӑшне ятарласа Петропавловск соборӗ валли çырнӑ. И.И. Алафузов промышленник 1870 çулта парнеленӗ кандило, 1896 çулта II Николая коронацилеме хутшăннă священникăн хӗресӗ. XIX - XX ӗмӗрсенчи епископ тумтирӗн пайӗсем. Экспозици пуян, тӗлӗнтерекен, нумай çӗннине пӗлме пулăшакан экспонатсем нумай куравра.

Петропавловски собор – хулара XVIII ӗмӗр пуçламӑшӗнчи сыхланса юлнă çуртсенчен пӗри. Унӑн шӑпи Хусанăннипе çеç мар, пӗтӗм çӗршыв историйӗпе çыхӑнса тӑрать.

Çав вырӑнта 1565 çултанпах Петрпа Павел апостолсене асăнса лартнă йывăç чиркӳ тăнă. Çӗнӗ соборăн историйӗ I Петр патшапа тачă çыăннă. 1722 çулхи май уйӑхӗнче император Хусана çитсе курнӑ. Хулари усламçă, ыркăмăллăх ӗçӗсене пуçаракан И. А. Михляев килӗнче чарăнса тăнă император. Каярах çакна асăнса, усламçă сӑваплӑ Петрпа Павел апостолсен ячӗпе çӗнӗ чул собор лартма шут тытнӑ. Петропавлоски собор çӳллӗ те чаплӑ пулнӑ, Хусанта та, Атӑл тӑрӑхӗнче те кун пекки халиччен пулман.

Тӗрлӗ тапхӑрта соборта Хусанта чарăнса тăнă вырӑссен патшисем пулса курнă. Федор Шаляпинпа Александр Пушкин биографийӗсем те çак соборпа çыхăннă. Эдуард Турнереллипе Александр Дюма та хусагнти Петропавловски собора хăйсен хайлавӗсенче асӑннӑ.

Курав экспозицийӗнчи япаласенчен кашни художествăлла пахалăхӗпе çеç мар, Петропавловск соборӗпе çыхӑнса тӑракан пӗр вӗçӗмсӗр тăсăлакан ӑс-хакӑл йӑлисене уççӑнах кӑтартса панипе те православи тӗнне ӗненекенсене çывăх.

Курав июлӗн 3-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 31-мӗшӗччен пырать.

Сăнӳкерчӗк ТР Наци музейӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #выставка