Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Наукăсен академийӗнче иртнӗ хăтлава чăваш халăх академикӗсем те хутшăнчӗç

Ноябрӗн 8-мӗшӗнче Хусанта, ТР Наукăсен академийӗн çуртӗнче аваллăха тӗпчесе çырнă кӗнекесен хăтлавӗ иртрӗ. Хăтлава йӗркелекенсем: ТР Наукăсен академийӗ, ТР Наукăсен академийӗн А.Халиков ячӗллӗ Археологи институчӗ, Венгрин Хусанти Генеральнăй консульстви, П.Пазмань ячӗллӗ Католик университечӗ, Мари Республикинчи В.М.Васильев ячӗллӗ Чӗлхе, литература тата истори наукăпа тӗпчев институчӗ.

Мероприятире А.Х.Халиковăн «Великая Венгрия между Волгой и Уралом», Г.Н.Белорыбкин, И.Л.Измайлов, О.В.Мельниченко, Т.В.Осипова, А.В.Павлихин, А.Х.Халиков хатӗрленӗ «Армиевский курганно-грунтовой могильник», Т.Б.Никитинан «Поясные наборы населения Ветлужско-Вятского междуречья IX – XI вв.» кӗнекисене хăтларӗç.

Фойере угро-мадьярсем вăтам ӗмӗрсен малтанхи тапхăрӗнче Атăлпа Урал тăрăхӗнче пурăннипе çыхăннă кӗнекесен тата пытару комплексӗсенчи япаласен куравне йӗркеленӗ.

Хăтлава ТР Наукăсен академийӗн А.Х.Халиков ячӗллӗ Археологи институчӗн директорӗн çумӗ Рузиль Саттаров уçрӗ, ертсе пычӗ. Пухăннисене саламласа хăтлавра Тутарстан Республикин Наукăсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов, Венгрин Хусанти Генеральнăй консулӗ Сергей Сюч, П.Пазмань ячӗллӗ Католик университечӗн профессорӗ Атилла Тюрк (видеосалам), Мари Республикинчи В.М.Васильев ячӗллӗ Чӗлхе, литература тата истори наукăпа тӗпчев институчӗн директорӗ Людмила Григорьева тухса калаçрӗç.

Хăтлавра çавăн пекех кӗнекесен автор-составителӗсем: А.Х.Халиков ячӗллӗ Археологи институчӗн директорӗн çумӗ Рузиль Саттаров, Пенза облаçӗнчи Регион аталанăвӗн институчӗн ректорӗ Геннадий Белорыбкин, Марий Эл Республикинчи В.М.Васильев ячӗллӗ Чӗлхе, литература тата истори наукăпа тӗпчев институчӗн наукăн тӗп  сотрудникӗ Татьяна Никитина та доклад турӗç.

Пухăннисем «Верхом, в седлах. Военное искусство венгров-завоевателей X в.» документлă фильм пăхса сӳтсе яврӗç.

Хăтлав ӗçне Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов, Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн представителӗ Евгений Турхан хутшăнчӗç. Ентешӗмӗрсем Марий Эл Республикипе Пенза облаçӗнчи ăсчахсемпе – Татьяна Никитинăпа тата Геннадий Белорыбкинпа – аваллăха тӗпчес тӗлӗшпе çӗнӗ тӗллевсем палăртрӗç.

Хăтлавра Венгри улма-çырла эрехӗсен дегустацине ирттерчӗç.

Василий КАРАБАЕВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Хăтлава хутшăннă Евгений Турхан, Фаяз Хузин археолог, Александр Семенов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев