ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин вӗрентекенсем пирки: «Эсир мар пулсан кам çитӗнекен ăрăва тӗрӗс ориентир парӗ?»
Январӗн 30-мӗшӗнче Патшалăх Канашӗнче историпе обществознани учителӗсен методика пӗрлешӗвӗсен ертӳçисен семинарӗ иртрӗ. Çавăнта старт пачӗç те ӗнтӗ «Пуласлăха суйлатпăр!» парламент урокӗсене.
Февралӗн 5-17-мӗшӗсенче республикăри кашни шкулта «Пуласлăха суйлатпăр!» («Выбираем будущее!») парламент урокӗсем иртӗç. Унта вӗренекенсене Раççей Федерацийӗнчи тата Тутарстан Республикинчи суйлав системин йӗркисемпе паллаштарӗç. Калас пулать, Парламент урокӗсене ТР Патшалăх Канашӗ сӗннипе ТР Вӗрентӳпе наука министерстви йӗркелесе пырать. Парламентарисен шучӗпе, ку мӗн ачаран гражданла активлăха, патриотизмла туйăмсене йӗркеленме пулăшать. Кăçал «Парламент урокӗсем» вун улттăмӗш хут иртеççӗ.
Январӗн 30-мӗшӗнче Патшалăх Канашӗнче историпе обществознани учителӗсен методика пӗрлешӗвӗсен ертӳçисен семинарӗ иртрӗ. Çавăнта старт пачӗç те ӗнтӗ «Пуласлăха суйлатпăр!» парламент урокӗсене. Семинар ӗçне ТР ПК депутачӗ ,"Единая Россия" фракцин ертӳçин çумӗ Римма Ратникова, ТР ПК депутачӗ, «Единая Россия» фракцин пайташӗ Альберт Хабибуллин, ТР Тӗп суйлав комитечӗн председателӗ Андрей Кондратьев, ТР Вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Минзалия Закирова хутшăнчӗç.
Спикерсен калаçăвӗ «Пуласлăха суйлатпăр!» парламент урокӗсен хăйевӗрлӗхӗ пирки, вӗсен кирлӗлӗхӗ суйлавсем умӗн уйрăмах ӳсни пирки пулчӗ. Ун хыççăн педагогсем ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗпе Фарид Мухаметшинпа тӗл пулчӗç. Парламент ертӳçи кичем доклад вулас темерӗ, ун пирки вăл уççăнах пӗлтерчӗ. «Ак çакăнта çав тери тӗплӗ те вăрăм доклад. Эп ăна вуласа сире ывăнтармăп. Ун пирки манччен Римма Ратникова та, Вӗрентӳ министерствин представителӗсем те йăлт каланă», — терӗ Фарид Хайруллович педагогсемпе чунтан кирли çинчен калаçма шутласа.
«Парламент урокӗ» проект республикăра çӗнӗ йăлана — вӗрентекенсемпе çуллен тӗл пулассине хута ячӗ. Республикăра педагогсен тӗлӗнмелле коллективӗсем ӗçлеççӗ. Эсир вӗрентӗве, ачасен аталанăвӗпе воспитанине питӗ пысăк тӳпе кӗртетӗр. Эсир хыватăр Тутарстанăн пуласлăх никӗсне. Эсир мар пулсан кам çитӗнекен ăрăва тӗрӗс ориентирсем пама, гражданла ăс-хакăла йӗркелеме пултарӗ?" — терӗ парламент пуçлăхӗ.
Фарид Мухаметшин вӗрентӳпе наука министерствине, шкул директорӗсемпе вӗрентекенсене, методика пособийӗсене йӗркелекенсене тав турӗ.
2024 çулхи Парламент урокӗсен темине ахальтен суйламан. Раççейре те Тутарстанра та тӗрлӗ шайри суйлавсен тапхăрӗ пуçланать. Мартăн 15-17-мӗшӗсенче РФ Президенчӗн, 2024 çулхи сентябрь уйăхӗнче ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсен, 2025 çулта ТР Раисӗн тата муниципаллă тытăмсен, 2026 çулта РФ Патшалăх Думин депутачӗсен суйлавӗсем иртмелле. Çавăнпа Парламент урокӗсенче суйлав системи, унăн пӗлтерӗшӗ, граждансен прависем, электораллă пӗлӳлӗх çинчен каласа ăнлантарӗç.
Чи кирлисен шутне Фарид Мухаметшин Раççей Президенчӗн суйлавне кӗртрӗ, мӗншӗн тесен çӗршывăн пӗтӗмӗшле аталанăвӗ, унăн пуласлăхӗпе хăрушсăрлăхӗ ун ертӳçинчен килет.
«Пире агитаци тума юрамасть. Ун пек ирӗк çук пирӗн. Анчах та каласа хăварас килет. Хальхи Президент шанчăклă çын, ăна хисеплеççӗ, ун авторитетне йышăнаççӗ, çав шутра пирӗнпе туслă мар Анăç çӗршывсенче те. Нумай калаçма пулать. СВО пирки калсан сăмахран, енчен те Владимир Путин чару мерисем йышăнман пулсан вăрçă пирӗн пата та çитме пултаратчӗ. Çавăнпа эпир хамăр шанакан лидера суйлăпăр. Ку пирӗншӗн пуриншӗн те экзамен пулӗ», — терӗ Фарид Хайруллович.
Парламент пуçлăхӗ пуринчен ытла кӗçех 18 тултармалли яшсене тимлеме ыйтрӗ. Вӗсемпе суйлав, çӗршыври пӗтӗмӗшле лару-тăру пирки ăнлантару ӗçне ирттермеллех тесе палăртрӗ.
Сăмах май, кăçал пӗрремӗш хут суйлава хутшăнакансен шучӗ 90 пине яхăн пуçтарăнать. Фарид Мухаметшин шучӗпе Раççейре Çемье çулталăкӗ пулнă май суйлава пӗтӗм çемьепех хутшăнсан аван пулмалла. Ку ун шучӗпе çемьесенче ырă йăлана йӗркеленме пулăшӗ.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк gossov. tatarstan. ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев