ТР Патшалăх Канашӗнче «Гражданла обществăпа патриотизма аталантарма чи кирли – çирӗп çемье» çавра сӗтел иртрӗ
Унта çемье политикипе çамрăксене патриотла воспитани парассине сӳтсе явнă. Социаллă политика комитечӗн председателӗ Светлана Захарова, комитет председателӗн çумӗ Ольга Воронова, профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсенче ӗçлекенсем, волонтерсем тата нумай ачаллă çемьесем хутшăннă.
РФ Патшалăх Думин депутачӗ, РФ Патшалăх Думин Çемье, хӗрарăмсемпе ачасен ыйтăвӗсен комитечӗн пайташӗ Татьяна Ларионова видеоçыхăну мелӗпе хутшăннă унăн ӗçне. Хăйӗн саламӗнче вăл ачасене, çамрăксене патриотла воспитани парассине çӳле çӗклемеллине астутарнă. Паян çывăх тăванӗсем ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗршыв чысне хӳтӗлекенсен çемйисене кирлӗ чухлӗ тимлӗх уйăрнине палăртнă. Çаплах волонтерсен юхăмне вăйлатассине, çакăн пек организацисен хăйсен опычӗпе ыттисене паллаштармалли çинчен те каланă.
Светлана Захарова граждансемпе ирттерекен тӗлпулусенче Социаллă политика комитечӗ умне çивӗч ыйтусем кăларса тăратса ӗç сулăмне палăртнине пӗлтернӗ. Çаксенчен пӗри ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне йӗркелесси пулса тăрать. «Çулсерен сывлăхӗпе çирӗп мар (ОВЗ) 500 ача валли çуллахи вăхăтра сывату лагерӗсем уçаççӗ. Кунта аутизм, ДЦП, япăх куракан тата начар илтекен, ăспа айванраххисем те кӗреççӗ. Вӗренӳ учрежденийӗсенче ачасене вӗри апат çитересси те пысăк тимлӗхре», – каласа панă комитет председателӗ.
«Çирӗп çемье» федераллă проект витӗмӗпе иртекен мероприятисем çинчен ТР Министрсен Кабинечӗн ЗАГС Управленийӗн пуçлăхӗ Эльвира Ахметова каласа панă. Депутатсем, çапăçусенче пулнă ветерансемпе ятарлă çар операцине хутшăннисем Тутарстанра 11000 паттăрлăх урокӗ ирттернӗ. Унта 294 пин шкул ачи хутшăннă. Патриотизм юррисен фестивальне, çамрăк граждансене чаплă лару-тăрура паспорт панине те аса илнӗ.
Çавра сӗтелте ятарлă çар операцине хутшăннисене, вӗсен çемйисене психолог пулăшăвӗ парассине пӗлтернӗ, тӗрлӗ çулти çынсене волонтерсен йышне кӗме чӗнсе каланă.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев