ТР Раисӗ Рустам Минниханов педагогсемпе педагогика ӗçӗн ветеранӗсене професси уявӗпе саламланă
ТР Раисӗ Рустам Минниханов педагогсемпе педагогика ӗçӗн ветеранӗсене професси уявӗпе саламланă. Саламлă телеграммăна республика ертӳçин сайтӗнче пичетленӗ.
«Учитель ӗçӗ ăс-хакăл тӗлӗшӗнчен питӗ пуян, ку ӗçе чунтан парăнмалла, пӗтӗм вăя хурса ӗçлемелле, ырă, ăслă, çав тери чăтăмлă пулмалла тата çынсене юратмалла. Учитель ӗçӗ вăл профессирен те çӳллӗрех, чун-чӗре хушни!» – тенӗ Рустам Нургалиевич.
ТР Раисӗ палăртнă тăрăх, вӗрентӳ системине лайăхлатасси – патшалăх политикин тӗп приоритечӗсенчен пӗри, мӗншӗн тесен нацин ăс-хакăл никӗсне тата малашлăх идеалне йӗркелекенсем шăпах педагогсем.
«Тутарстан Республикин педагогика шкулӗ Раççейре хăйӗн авторитечӗпе палăрса тăрать. Çакăнта сиртен кашнин тӳпи пысăк! Тутарстан вӗрентӗвӗн ырă йăлисене, методика никӗсне йӗркелессинче, паллах, педагогика ветеранӗсен тӳпи пысăк. Вӗсенчен нумайăшӗ паян та стройра-ха», – тенӗ саламлă телеграммăра республика ертӳçи.
Рустам Минниханов Вӗрентекен кунӗ пирӗн аталану çине ырă витӗм кӳнӗ, пулас профессие суйлама пулăшнă, ырă та тӳрӗ кăмăллă, хастар пулма вӗрентнӗ кашни педагогпа наставнике тав сăмахӗ каламалли лайăх шанăç пулнине палăртнă. Хăйсен пурнăçне вӗрентӳпе çыхăнтарнă çынсем общество ырлăхӗшӗн тăрăшаççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев