Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Раисӗн кубокӗшӗн иртнӗ ăмăртура çӗнтернӗ Алексей Ягашкина Çӗпрел район ертӳçи Тав хучӗпе чысланă

СВО ветеранӗсен хушшинче ТР Раисӗ Кубокӗшӗн иртнӗ ăмăртура чăвашсем хастар хутшăнчӗç кăна мар, малти вырăнсене те çӗнсе илчӗç. Çакăн пеккисенчен пӗри – Çӗпрел районӗнчи СВО ветеранӗ Алексей Ягашкин. Алă вăйӗ виçессипе вăл 80 килограмлă виçе йывăрăшӗнче пӗрремӗш вырăн йышăнчӗ.

СВО ветеранӗсен хушшинче ТР Раисӗн кубокӗшӗн пӗрремӗш спорт ăмăртăвӗ кăçал июль-август уйăхӗсен тăршшӗпех пычӗ. Ăна ТР Правительстви, «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри уйрăмӗ, ТР Спорт министерстви, ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Тӗрлӗ çапăçусене хутшăннă ветерансен ыйтăвӗсемпе ӗçлекен координаци канашӗ йӗркеленӗ.

Финалӗ Хусанта Атăлçи патшалăх физкультура, спорт тата туризм университетӗнче, «Буревестник» бассейнра тата «Динамо» спорт центрӗпе фиджитал-центрăн футбол площадкисенче сентябрӗн 4-5-мӗшӗсенче иртнӗ. Республикăн 36 районӗнчи 200 ытла спортсмен мини-футболта, ишессинче, сӗтелçи теннисра, пăшалпа перессинче, алă вăйӗ виçессинче, ларса волейболла выляссинче тата ытти енӗпе ăмăртрӗ.

 СВО ветеранӗсем хушшинче йӗркеленӗ кун пек ăмăрту хальлӗхе Раççейӗпе те çук-ха. Тӗллевӗ – ветерансене реабилитаци иртме пулăшасси, ăмăртусенче хăйсене кăтартса пӗр шухăшлисене тупасси.

Ăмăртăва чăвашсем те хастар хутшăнчӗç кăна мар, малти вырăнсене те çӗнсе илчӗç.Çакăн пеккисенчен пӗри – Çӗпрел районӗнчи СВО ветеранӗ Алексей Ягашкин. Алă вăйӗ виçессипе вăл 80 килограмлă виçе йывăрăшӗнче пӗрремӗш вырăн йышăнчӗ.

ТР Раисӗн Кубокӗнче алă виçессинче хăйсен виçе йывăрăшӗнче пӗрремӗш вырăн йышăнса палăрнă СВО ветеранӗсене Алексей Ягашкинпа Фанис Хайруллина Çӗпрел район пуçлăхӗ Марат Гафаров çак кунсенче район ертӳçисен ларăвӗнче Тав çырăвӗпе саламланă. (Сăнӳкерчӗксем Çӗпрел район хаçачӗн тата «Татар-информăн».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество