Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗрмере ларса тухнӑ хӗрарӑмӑн картинисен куравӗ уҫӑлать

 "Мӗн ҫитмест-ши пирӗн пурнӑҫра?", – тесе юрлатчӗҫ Чӑвашрадиопа Совет Союзӗ пӗтиччен.

 Тутлӑ та тулӑх пурнӑҫ хӑш-пӗр ҫынна иртӗхтеретҪакна эпир "Оборонсервис" ӗҫӗпе палӑрнӑ Евгения Васильева тӗслӗхӗнче куратпӑр. 2015 ҫулта Мускаври Пресненски суд РФ  Оборона министерствинчи коррупцилле ӗҫсемшӗн ӑна 5 ҫула тӗрмене хупмалли приговор йышӑннӑччӗ. Следстви пынӑ хушӑра эпир Васильеван пуянлӑхӗсем тата таланчӗсем ҫинчен нумай пӗлтӗмӗр. Тӗслӗхрен, вӑл килти арестра ларнӑ чухне видеоклип ӳкерни, картинӑсем ҫырни паллӑ пулчӗ. 

Нумай пулмасть "Оборонсервисӑн" экс-фигурантки хӑйӗн картинисене Хусанта кӑтартасси пирки пӗлтӗмӗр.

Васильева искусствӑпа аппаланма 2014 ҫултанпа тытӑннӑ. Вӑл тӗрлӗрен  Ӳнер акалемийӗсен хисеплӗ академикӗ шутланать. Произведенийӗсене Раҫҫейсӗр пуҫне Великобританире, Италире, Кӑнтӑр Кореяра кӑтартнӑ. 

Курава Хусанта йӗркелекенсен сӑмахӗсемпе, "Иноземье" проекта "этем чӑнлӑхран искусствона тарса ҫураҫулӑхпа (гармони) ирӗклӗх тӗнчине куҫма ӑнтӑлнине халалланӑ. Художница шухӑшӗпе искусство ӳкерекене хӑй тӗнчине никӗслеме май парать, "фантазие ҫеҫ ирӗке ямалла". 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев