Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТӖРМЕРЕ ӖМӖРЛӖХЕ ЛАРМАЛЛА

Çакăн пек çирӗп приговор йышăннă Тутарстанăн Аслă сучӗ 50 çулти Хусан çынни енӗпе.

2009 – 2017 çулсенче Хусанти Глубокое кӳлӗ тата Авиастроительнăй районӗнче 17–35 çулти хӗр-хӗрарăмсем çине тапăннă маньяк пулнине 100 тӗрлӗ экспертиза тата 100 свидетель кăтартăвӗ çирӗплетнӗ. Следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, пӗтӗмпе 7 çынна шар кăтартнă, виççӗшне (иккӗшӗ 16 тата 17-ри хӗрсем) вӗлернӗ вăл. 

Пирвайхи преступление 2009 çулта Авиастроительнăй районӗнче тунине палăртнă, ун чух, вăрман йăрăмӗнче мăшкăлланă, унтан пуçӗнчен çапса вӗлернӗ 30-ти хӗрарăма тупнă пулнă. Шел те, преступника тытайман. Криминалистикăри çӗнӗ меслетсем пулăшнипе 2021 çулта йӗрӗ çине ӳкнех. Икӗ аслă пӗлӳллӗ, Росгварди сотрудникӗ пулнă çын иккен вăл. Полицирен 12 çул пытанса пурăннă. Çак вăхăтра çакнашкалах хăрушă тата тепӗр 6 преступлени тума ӗлкӗрнӗ. Следствирен курăннă тăрăх, амăшӗпе кăна пурăннă пӗччен çын пулнă иккен вăл. Ӗмӗрлӗхех тӗрмене лартнисӗр пуçне, суд ăна хистесех психиатри сиплевне яма йышăннă.

 

ШУХĂШЛАМА ВĂХĂТ ПУР

Кăçал июль уйăхӗнче Авиастроительнăй районӗнче полици сотрудникӗсем 18 çулти качча тытса чарнă чух çумӗнче 25 тӗрке (пурӗ 25 грамм ытла) мефедрон тупнă. Наркотика вăл курттăммăн туянса республикăра вăрттăн вырăнсене хура-хура сутнă. Халӗ ӗнтӗ хăй йăнăшне ăнланма вăхăчӗ пур, суд 4 çула колоние янă. 

 

ПУЛĂÇА ÇУМĂР ЧАРМАСТЬ

Октябрӗн 30-мӗшӗнче Хусанта кунӗпех çумăр çунине пăхмасăр Атăла пулă тытма каякансем те пулнă. Куракансем экстреннăй службăсене шăнкăравласа «Островок» коммерцилле мар сад обществи патӗнче кимӗ çаврăнса ӳкнипе арçын путнине пӗлтернӗ. 46-ри пулăç виллине çăлавçăсем çырантан 2 метрта тупнă. 

Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев