Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Туянас е тара илес хваттере куçпа курмасăр укçа ан куçар

Хусанта хваттер шыракан 21 хӗре улталаса укçа куçарттарнă.

Çак кунсенче полицие 21-ти хӗр пулăшу ыйтса килнӗ. Вăхăтлăха пурăнмашкăн хваттер шыранă чух унăн укçине улталаса илнине пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби. Хăй каласа панă тăрăх, хваттер тара парасси çинчен пӗлтерӗве вăл мессенджерсенчен пӗринче тупнă та унта кăтартнă телефонпа шăнкăравланă. «Хуçа» хваттер чăнах та пушшине, анчах ăна килӗшӳ тусан (бланка интернетпа ярса панă) хваттер укçин çуррине, 32 пин тенкине, куçарсан кăна йышăнма пулнине каланă. Тепӗр 32 пин тенкине вара вӗсем хваттер пăхма кайсан тӳлеме калаçса татăлнă. Палăртнă кунра «хуçа» тӗлпулăва килмен, хăй çав тери пушă маррипе пырайманшăн каçару та ыйтнă вăл кайран. Хваттер укçин иккӗмӗш пайне те куçарса пама каланă. Хӗр ăна шанса тепӗр 32 пин тенкине те куçарсанă. Кун хыççăн «хуçа» çыхăнăва урăх тухман.

Полици граждансене туянмалли е тара илмелли хваттере официаллă сайтсенче кăна шырамаллине, хваттер чăнах та пуррипе çуккине куçпа курмасăр укçа куçармалла маррине асăрхаттарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: проишествие