Тукай ятене упрассипе коммемораци ӗçӗсем чарăнмӗç
Апрелӗн 26-мӗшӗнче Габдулла Тукай çуралнăранпа 140 çул çитет. Çак паллă куна культура ӗçченӗсем хатӗрленӗ мероприятисенче кашинчех аса илеççӗ
Юбилее халалланă пысăк мешехесем тӗпрен илсен паян пуçланчӗç теме юрать. Эпир халиччен хăнăхнă пек музейсенче, театрсемпе концерт залӗсенче пӗр-пӗр чаплă программăпа мар, ТР Нукăсен академийӗнче икӗ куна тăсăлакан Халăхсен хушшинчи наукăпа практика конференцийӗпе уçрӗç юбилей мероприятисене. Патшалăх политикипе обществăлла пуçарусенче коммеморативлă ӗçсем пирки калаçрӗç форумра. Габдулла Тукай пултарулăхӗ паян тутарсемшӗн çеç мар, тӗнчери тӗрлӗ чӗлхепе калаçакансемшӗн интереслӗ, пӗлтерӗшлӗ тема пулса тăрать. Ку сăмахсене конференцин масштабӗ те çирӗплетет. Казахстанран, Турцирен, Кăркăсстанран, Мускавран, Екатеринбургран, Санкт-Петербургран килсе çитнӗ тӗпчевçӗсем. Конференцие хутшăнакансенчен, паллах, Хусанта, Тутарстанра пурăнакансем йышлă. Кунтан тӗлӗнмелли те çук. Поэт кунта пурăннă, ӗçленӗ, юратупа хавхаланса лирикăллă сăвăсем хывнă. Çав вăхăтрах ăста публицист, çивӗч чӗлхеллӗ сатирик та пулнă вăл. Тукайăн тарăн шухăшлă сăввисем паян кун та актуаллă.
ТР Наукăсен академийӗн фойинче архиври сăнӳкерчӗсенчен экспозици йӗркеленӗ. Пит пысăк вырăн та йышăнмасть пек, анчах кӗске вăхăтрах поэтăн тӗрлӗ вăхăтри сăнӳкерчӗкӗсене курни, вăл пурăннă е вăхăтлăха чарăнса тăнă вырăнсемпе паллашни нумайлăха асра юлмалла йӗр хăварать.
Конференци Габдулла Тукайăн «Шагыйрь» (поэт) сăввине ТР тава тивӗçлӗ артисчӗ Эмиль Талипов вуланипе уçăлчӗ. Трибуна çинчен наукăпа практика конференцине хутшăнакансене Патшалăх Канашӗн Хисеплӗ Председателӗ, ТР Наукăсен академийӗн чăн пайташӗ, Фарид Мухаметшин саламласа сăмах каларӗ. Габдулла Тукай пултарулăхӗ литературăра, тутар чӗлхине аталантарассинче çеç мар, халăхăн историри вырăнне палăртассипе те палăрни çинчен каларӗ вăл.
Пленарлă ларура тухса калаçакансен пӗрлехи шухăшӗ – Тукайăн генилле пултарулăхӗ пурнăçăн тӗрлӗ сфеинче палăрнă çеç мар, халӗ те пӗлтерӗшлӗ.
Пленарлă лару хыççăн ăсчахсем, тӗпчевçӗсем тӗрлӗ секцисенче темăна малалла тăсрӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев