«Тур для СВОих» Пӗтӗм Раççей проекчӗ Тутарстанпа вӗçленчӗ
Ятарлă çар операцийӗнче пулнисен социаллă тата культура адаптацийӗн «Тур для СВОих» Пӗтӗм Раççей проектне хутшăнакан 75 ветерана, çав шутра Раççей Геройне Алексей Чагина тата вӗсен çемйисене Тутарстан августăн 29-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 1-мӗшӗччен йышăнчӗ.
Ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсен социаллă реабилитацийӗн Пӗтӗм Раççей проекчӗ çапла майпа Тутарстанра вӗçленчӗ. Республикăпа çав кунсенче Ярославль, Ульяновск, Липецк, Мускав облаçӗсенчен, Мордва, Пушкăртстанпа Тутарстан республикисенчи СВО ветеранӗсем паллашрӗç.
Сăмах май, Лайăш районӗнчи «Санта» санаторире вырнаçнăскерсем экскурсие шăпах çак районтан пуçланă. Малалла Хусанти паллă вырăнсенче, Раиф мăнастирӗнче, Ешӗлвар тата Çӳлту районӗсенче пулса курнă. Патриотизм акцийӗсем йӗркелесе кадетсемпе тата юнармеецсемпе тӗл пулнисӗр пуçне Хусан Ӗçтăвкомӗнче иртнӗ çавра сӗтелте СВО салтакӗсене тӗрев парассипе, адаптацилессипе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе яврӗç.
Ешӗлварта вара А.М. Горький ячӗллӗ завода çитсе республикăн промышленность потенциалӗпе паллашма май пулчӗ вӗсен. Тутарстанпа паллашăвăн кульминацийӗ вара Республика кунӗн мероприятийӗсене хутшăнни тата «Два Кремля» моточупура ТР Раисӗпе Рустам Миннихановпа тӗл пулни пулчӗ.
«Первый патриот» организаци уйрăмӗн председателӗ Ирина Самолдина пӗлтернӗ тăрăх, ку проектăн хăйне евӗрлӗхӗ вăл – СВО ветеранӗсене çулçӳревпе культурăллă кану урлă социаллă пурнăçа адаптацилесси. Вӗсем каннă вăхăтра историпе тата çӗршыв промышленноçӗн потенциалӗпе паллашаççӗ.
«Тӗп тӗллев кунта ветерансене лăпкă пурнăçа таврăнма пулăшасси. Çӗршывпа паллашчăр, культура енчен аталанччăр, вӗсенчен чылайăшӗ хальччен кун пек паллă вырăнсенче пулса та курман вӗт», – пуçарăвăн кирлӗлӗхне палăртнă ТР Премьер-министрӗн пулăшуçи Владимир Майстренко.
(Сăнӳкерчӗк «Первый патриот» органиçацин Тутарстанри уйрăмӗн пресс-службин)
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев