Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУРĂ ИККӖМӖШ ХУТ КИЛЕС​ УМӖНХИ ПАЛЛĂСЕМ ПУР

«Игнатий владыка, кăçалхи çул çăмăл пулмарӗ. Сирӗн шутпа мӗне вӗрентрӗ вăл çынсене? Мӗнле пӗтӗмлетӳсем тăватăр Çӗнӗ çул умӗн?»

– Ку çулталăк çăмăл пулмарӗ. Чи малтан вăл эпир çак тӗнчене вăхăтлăх килнине, пурнăç çав тери черчен пулнине кăтартрӗ. Этемлӗх пулса кайнăранпа пӗлетпӗр ăна, анчах кăçалхи çул çав пӗлӗве вăйлатрӗ. Коронавирус хăрушлăхӗ çынсене пӗр пек инкеке кӗртсе ӳкерчӗ. Чаплине те, пуяннине те, ятлă-сумлă пулнине те пăхса тăмасть чир.

Çапла майпа Турă пире хамăрăн пурнăçа тишкерме май парать. Çынсен пӗр-пӗрне юратса, хисеплесе, хута кӗрсе пурăнмалла. Турă хăвачӗпе пултарнă çутçанталăка та, чӗрӗ чунсене те йăлт пăхса тăмалла, упрама пӗлмелле. Чăвашсем акă, православи тӗнне йышăниччен темиçе Турра пуç çапса, çутçанталăк саккунӗсенчен тухмасăр, ăна хисеплесе пурăннă. Христиан тӗнӗпе идолсене Турăран çӳле хуни çылăх, çапах чăвашсем хăйсене çирӗп йӗркере тытнă, тирпей пулнă. Халӗ этемлӗх варварлăхра пурăнать. Пуянлăхшăн, укçашăн çунать.
Малалла та капла пурăнма çук. Иисус Христос çураличчен те Израиль халăхӗ, пӗтӗм тӗнчери этемлӗх тупика кӗрсе ӳкнӗ. Экономикăра, социаллă тата тӗн пурнăçӗнче кризис пулнă.
Халӗ те çавăн пек пулса пырать. Турă иккӗмӗш хут килес умӗнхи паллăсем палăраççӗ. Çынсен улшăнмалла... Пурнăç вăхăтлăха пулнине ăнланса илсе улшăнмалла. Турра кӗтсе илме хатӗрленмелле, сыхă тăмалла.
Эпӗ сире пурне те юратса çирӗп ӗненӳ тата чунтан ӳкӗнсе ырри енне улшăнма сунатăп. Пурнăçа, çынсене, хăвăра, çавăнтах тата тăшмана та, урăхларах йышăнма тытăнăр. Малашлăха шанчăкпа ӗненсе пăхăр. Паянхи кунсем вӗрентнинчен ырă урок илӗр. Мӗн пулсан та Турра тав тăвăр. Вăл этеме юратать, çавăнпа шеллет. Унсăрăн çӗр çинче вилӗм ытларах та пулатчӗ. Турă пире шеллесе пăхать.
Çитес çулта, хаклă тăванăмсем, сире пурне те çирӗп сывлăхпа ӗненӳ сунатăп. Çемьере телей, ăнлану, тӗп вырăнта вара – юрату пултăр. Пысăк юратуран ӗнтӗ Турă этеме тунă. Турă пилӗ сирӗнпе пултăр.

Чистай тата Анат Кама епископӗ Игнатий.
Сăнӳкерчӗк chistopol-eparhia.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев