Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тури Лашчи шкулӗнче чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен семинарӗ тухăçлă иртрӗ

Кăçалхи хӗлле чăннипех те хăй хуçа пулнине час-час аса илтерсех тăчӗ. Сивви те, юрӗ те, çил-тăвăлӗ те çителӗклех. Çил-тăманлă çанталăка пăхмасăрах Пӑва районӗнчи Тури Лашчи шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем валли «Чăваш чӗлхипе литература урокӗсенче халăх ăс-хакăлӗпе усă курасси» темăпа регионсен хушшинчи семинар иртрӗ.

Семинара Пăва районӗн Вӗрентӳ управленийӗн пуçлăхӗ Н. А. Македонская, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин заведующийӗ А. С. Егорова, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Т. В. Артемьева, Пӑва, Апас, Çӗпрел, Теччӗ районӗсен учителӗсем хутшӑнчӗç.


Семинар вӗренекенсен музыка саламӗпе пуçланчӗ. Унтан шкул директорӗ И. И. Шарафутдинова сăмах каларӗ. Чăваш чӗлхи вӗрентекенӗсем интереслӗ мастер-классем ирттерчӗç: «Чӑваш ремеслисем. Йывӑçпа ӗçлени» (С. В. Григорьев), «Авалхи славянсен культури. Сыхлав» (Т. В. Гореллова), «Чӑваш орнаменчӗ» (С. А. Ложкова). 


Унтан хăнасем Л. А. Андреева чӑваш литературипе «ХХ ӗмӗрти «60-мӗшсен сасси» темăпа ирттернӗ уçă урокра пулчӗç. 


Пӑва районӗнче наци вӗрентӗвӗ еплерех аталаннипе Л. Т. Салахова паллаштарчӗ. А. С. Егорова «Тӑван (чӑваш) чӗлхи предмет вӗрентӗвӗн контекстӗнче функциллӗ хут пӗлӗвне йӗркелесси», Т. В. Артемьева «Кӗçӗн класра вӗренекен шкул ачисене уроксенче кăсăклантарса вӗрентмелли мелсем» темăсене уçса пачӗç. 


Çавăн пекех Пӑва, Апас, Теччӗ, Çӗпрел районӗсенчен килнӗ учительсем докладсемпе тухса калаçрӗç. Хăнасене Тури Лашчи шкулӗ питӗ килӗшрӗ.


Лариса АНДРЕЕВА, 


вӗрентекен.


Автор сăнӳкерчӗкӗcем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование