Туркай вулавӗсем иртнӗ
Иртнӗ шăматкун Чăваш Енри Йӗпреç округӗнчи Пучинке ялӗнче виççӗмӗш хут Туркай вулавӗсем иртнӗ, тесе пӗлтерет Чăваш халăх сайчӗ.
Йăлана кӗнӗ мероприятие Йӗпреç муниципаллă округӗн администрацийӗн вӗрентӳ уйрăмӗ Чăваш Республикинчи Çеçпӗл Мишши фончӗпе тата Чăваш наци конгресӗн вырăнти уйрăмӗпе пӗрле йӗркеленӗ.
Ăмăртăва Йӗпреç округне кӗрекен шкулсенче вӗренекен 72 ача тата чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе библиотекарьсем хутшăннă. Кӗçӗн классенче вӗренекенсем ытларах Чăваш халăх поэчӗн Раиса Сарпин сăввисене юратса та хавхаланса вуланă, аслă классенче вӗренекенсем вара Чăваш халăх поэчӗн Валери Туркайăн сăввисене кăмăлланине палăртнă.
Çеçпӗл Мишши фончӗн ертӳçи Валери Туркай амăртура малти вырăн йышăннисене те, конкурса хутшăнма кăмăл тунисене те — пурне те! — асăннă фонд юлашки çулсенче кун çути кăтартнă кӗнекесене парнелесе хавхалантарнă. Кунсăр пуçне чăваш поэзине юратакансем пурте ятарлă диплома тивӗçнӗ.
Ака уйăхӗнче Туркай вулавӗсем саккăрмӗш хут Комсомольски округӗнче иртӗç.
Сăнӳкерчӗке В. Туркай ярса панă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев