Тутанстанӑн мӗн пур 43 районӗ вырмана пуҫӑннӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутанстанӑн мӗн пур 43 районӗ вырмана пуҫӑннӑ

Паянхи куна республикăри хуҫалӑхсем пурӗ 255,6 пин тонна тырӑ пухса кӗртнӗ

Хальллӗхе 85,6 пин гектара анчах пӗрчӗллӗ культурӑсенчен тасатнӑ-ха. Кӗрхи тырӑсен тухӑҫӗ начар мар - гектартан 29,7 центнер пухӑнать. Ҫуркунне акнӑ хирсене хӗвел вӑйлӑ типӗтрӗ.  Ҫумӑр ҫителӗклӗ ҫунӑ районсен кӑтартӑвӗсем те уйрӑмрах. Малта   Тетчӗ, Кайпӑҫ, Мамадыш, Ҫӗрпел, Пӗкӗлме, Нурлат районӗсем пыраҫҫӗ. 


Нет комментариев