Тутар Бетховенĕ, Верди тата Чайковскийĕ
Тутар кӗввине тӗнчене кăларнă композитор 115 çул тултарать
Концертсем, ачасем пухса хатĕрленĕ документлӑ фильм, курав, экскурси тата ҫулталӑка тăсăлакан пысăк плансем – январĕн 15-мӗшӗнче Хусан консерваторине никӗслекенӗ, профессор, тутар симфони музыкине пуҫарса яраканĕ Назиб Гаязович Жиганов ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитет.
Январĕн 14-мӗшӗнче Жиганов урамӗнче вырнаҫнӑ нумай профильлӗ 187-мӗш лицейра "Жиганов уçлăхĕ"документлӑ фильмӑн премьери пулӗ. Проекта "Dream RITM" театр студин тата 21-мӗш музыка шкулӗн вĕренекенĕсем «Открытие» кинофестивале валли ӳкернӗ.
Ку ӗҫ "Культура çинчен фильмсем" номинацире хутшăнса Гран-при ҫӗнсе илнӗ.
Ҫавӑн пекех кӗҫӗн классенчи ачасем валли "Сарă тӑрна юмахӗ" мӗлкесен театрӗн постановкине кӑтартӗҫ. Ăна композитора Китая кайса килнӗ хыҫҫӑн ҫырнӑ симфони произведенийӗсем ҫинче никӗслесе лартнă. Ку - Тутарстан Республикин Наци музейӗн программи. Вӑл лицейра композитор музейне йӗркелеме те, документлӑ фильм ӳкерме те хутшӑннӑ. Пьесӑна хатӗрлекенсенчен пӗри-композиторӑн мӑнукӗ, Назиб Жиганов композитор музейӗн (ТР Наци музейӗн филиалӗ) заведующийӗ Алексей Егоров.
Çуралнă кун мероприятийӗсем 9.30 сехетре Ар масарӗнче композиторăн вилтăпри çине чечек хунинчен пуçланаççӗ. 10.30 сехетре Малая Красная урамӗнчи Назиб Жиганов 17 çул пурăннă 14-мӗш çурт çинчи Асăну хăми умне чечексем хураççӗ. Çак çуптра халь композиторăн музейӗ ӗçлет.
11.30 сехетре Жиганов музейӗнче пысăк хăнасем – консерватори çумӗнчи вăтам пӗлӳ паракан ятарлă музыка шкулӗн вренекенӗсем. Ку шкула Н.Жиганов пуçарнипе уçнă.
14.00 сехетре ТР Наци музейӗнче (Кремлевская урам, 2-мӗш çурт) «Я словно открыл неведомый мир» курав уçăлать. Вăл Н.Жигановăн сцена çинче лартнă произведенийӗсем çинчен – оперăсемпе балетсем,комедиппе драма спектаклӗсем çинчен – каласа парать. Курава уçнă çӗре Н.Жиганов ячӗллӗ Хусан патшалăх консерваторийӗн ректоррӗ Вадим Дулат-Алеев, ТР тата РФ тава тивӗçлӗ искусствăсен ӗçченӗ Резеда Ахиярова, ТР тава тивӗçлӗ искусствăсен ӗçченӗ Эльмир Низамов, ТР композиторсен союзӗн председателӗ Ильяс Камал тата ыттисем хутшăнаççӗ.
18.00 сехетре Наци музейӗнче Хусан консерваторийӗнче вӗренекенсен концерчӗ пулать. Программăра Назиб Жигановăн, Петр Чайковскийӗн, Николай Римский-Корсаковăн, Сергей Рахманиновăн, Линь Цзяцин произведенийӗсем.
ТР Наци музейĕн пресс-службин сăнÿкерчĕкĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев