Тутарстан «Абилимпикс» наци чемпионатӗнче 2-мӗш вырăн йышăннă
Ноябрӗн 3-мӗшӗнче Мускавра «Абилимпикс» наци чемпионачӗ вӗçленнӗ. Унта сывлăх енчен çирӗпех мар е инвалидлăх пур 14 çултан аслăрах шкул ачисемпе студентсем тата ӗçлекен граждансем – пурӗ пин ытла çын хутшăннă.
Тутарстан Республики Раççей регионӗсен хушшинче 69 медаль çӗнсе илсе иккӗмӗш вырăн йышăннă. Пирӗннисен тӗп компетенцисенче 56 медаль: çав шутра 31-шӗ ылтăн, 10-шӗ кӗмӗл, 15-шӗ бронза. Çавăн пекех «Мастер высокой кухни» презентациллӗ компетенцире – 1 бронза медаль; «Промышленная робототехника» компетенципе иртекен халăхсен хушшинчи уçă ăмăртура – 1 ылтăн медаль; ятарлă çар операцине хутшăннисен хушшинче иртнӗ ăмăртура 11 медаль (4 ылтăн тата 7 кӗмӗл).

Кунсăр пуçне Тутарстан Республикине «Абилимпикс» юхăма аталантарас ӗçе пысăк тӳпе хывнăшăн та наградăланă.
«Абилимпикс» наци чемпионатӗнче Мускав 101 медальпе çӗнтернӗ, 3-мӗш вырăнта – Санкт-Петербург (45 медаль).
Наци чемпионачӗн çӗнтерӳçин ятне пурӗ 450 çын тивӗçнӗ. Вӗсене кашнинех хушма профессиллӗ пӗлӳ илме тата реабилитаци иртме ятарлă техника хатӗрӗсем туянма сертификатсем панă.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев