Тутарстан ачасене искусствăлла интеллектпа ӗçлеме шкултанах вӗрентме йышăннă
«Нимле теори те пулмасть, практика кăна. 5-6-мӗш класс ачисем проектсемпе текстсем çыраççӗ, ӳкерчӗксемпе презентацисем тăваççӗ. 7-мӗш класра визуаллă конструкторсем çинче хăйсем ИИ-агентсем тума тытăнаççӗ», – терӗ ТР патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министрӗпе Илья Начвин.
«ИИ вăл – иккӗмӗш интернет», – терӗ ТР Вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Рамис Музипов ТР Министрсен Кабинетӗнче апрелӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ брифингра. Малашне унсăр ӗçре май та пулмӗ-ха. Çапах та лайăх кадрсемсӗр ИИ аталанаймасть, хамăрăн специалистсем кирлӗ. Китай, тӗслӗхрен, 2027 çул вӗçӗ тӗлне халăхӗн 70 проценчӗн кулленхи ӗçне ИИ çине куçарма тӗллев лартнă. Çавăнпа çитӗнекен ăрăва искусствăлла интеллектпа ӗçлеме шкултан пуçласа аслă шкул таранах вӗрентме йышăннă республика.
Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнчен, инженери профильлӗ 100 шкулта ИИ-кружоксем ӗçлеме тытăнаççӗ. Вӗсене 3,5 пин ытла ача çӳрӗ. Çак тӗллевпе август уйăхӗнче 623 информатика учителӗн ăсталăхне ӳстереççӗ, 239-шне суйласа илӗç. «Педагогсене вӗрентмелли программăна ИИ-пе ӗçлекен Сбер, Иннополис Университечӗн, ХФУ ăста специалисчӗсем хатӗрлеççӗ. ИИ вӗренӗвӗсем ИТ-юхăмӗллӗ 35 колледжра та çӗнӗ вӗренӳ çулӗнченех пуçланаççӗ. Вӗсемпе ӗçлеме тата 100 педагога хатӗрлеççӗ.
Темиçе çул каяллах ИИпе ӗçлекен специалистсем хатӗрлеме Хусанти политехника техникумӗнче 12 вырăн уйăрнă пулнă. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче вара Теччӗри граждан хӳтлӗхӗн колледжӗнче, Элметри политехника техникумӗнче, Хусанти В.Д. Поташов ячӗллӗ техника колледжӗнче пурӗ 95 вырăн пулать.
Республика валли ИИпе ӗçлекен вăйлă специалистсене тӗнчери чи вăйлă аслă шкулсенче вӗрентсе хатӗрлес шутпа ТР Правительстви Грант проектне хатӗрленӗ. Ăна çӗнсе илнӗ аслă шкулсенчи аслă курсра вӗренекен чи пултаруллă студентсем (Тутарстан çыннисем пулмалла) патшалăх шучӗпе вӗренӗç кăна мар, пурăнӗç, апатланӗç, çул çӳрӗç, страховкăпа стипенди илсе тăрӗç. Тӗп условисем кунта студентăн ют çӗршыв аслă шкулӗнчен йыхрав пулмалла тата вӗренсе пӗтерсен республикăна таврăнса 3 çултан кая мар патшалăх предприятийӗнче ӗçлемелле.
Çапла майпа республика çуллен чи лайăх 10 студента тӗнчери ИИ специалисчӗсене вӗрентекен чи лайăх аслă шкулсене (Сингапур, Китай, Корея çӗршывӗсем) яма хатӗрленет. Министр сăмахӗпе, аслă шкулсемпе ку енӗпе вӗсем май уйăхӗн праçникӗсем хыççăнах ӗçлеме тытăнасшăн.
ТР патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министерстви ТР Наукăсен академийӗпе пӗрле медицинăпа биоинформатикăра, промышленность робототехники, чӗлхепе культура еткерлӗхӗ, агропромышленность, нефтьпе газ секторӗ валли ИИ - лабораторисен системине хута ярать. (Сăнӳкерчӗке ГигаЧатпа усă курса тунă).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев