Тутарстан Атăлçи тăрăхӗнче пӗрремӗш вырăнта
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Атăлçи тăрăхӗнче пӗрремӗш вырăнта

Росстат кăтартăвӗсемпе, 2023 çулăн 11 уйăхӗнче Тутарстанра халăх йышӗ 7497 çын ӳснӗ.

Патшалăх статистикин федераллă служби иртнӗ çулхи январь-ноябрь уйăхӗсенче шутланă тăрăх, 2023 çулта Тутарстанра 79647 çын килнӗ, 72150-шӗ кайнă. Пӗр çул маларах, 2022 çулта, республикăра халăх шучӗ 9142 çын таран ӳснӗ пулнă. 


Каласа хăвармалла, Тутарстан миграцие пула халăх шутне ӳстерес енӗпе Федерацин Атăлçи округӗнче 1-мӗш вырăн йышăнать. Танлаштарма: Самара облаçӗнче 2023 çулăн 11 уйăхӗнче 3893 çын хушăннă, Киров облаçӗнче — 602, Марий Элта — 573, Мордовире — 273, Чулхула облаçӗнче — 216. Атăлçи тăрăхӗнчи ытти регионсенче вара халăх шучӗ ӳсме мар, чакса пырать.

 


Нет комментариев