Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан бренчӗсене халӑх суйлатӑр

Сасӑлавӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ

ТАССР 100-ҫуллӑхӗ тӗлне "100 легендарлӑ бренд" Халӑх сасӑлавӗн пӗрремӗш тапхӑрӗн 57 ҫӗнтерӳҫи паллӑ. Кун ҫинчен Республикӑри пичет тата массӑллӑ коммуникацисен "Татмедиа" агентствин пресс-службӑсемпе ӗҫлекен уйрӑмӗ пӗлтерет. 

Ҫӗнтерӳҫӗсен хушшинче  КАМАЗ, Хусанти Кремль, Татнефть, Свияжск утрав-хула тата ытисем. Мала тухнисен тулли списокне http://100brand.ru/ сайтра пичетленӗ. 

Мартӑн 1-31-мӗшӗсенче халӑх сасӑлавӗн иккӗмӗш тапхӑрӗ иртет, унта ҫынсем тата 43 бренд суйлӗҫ - кашни район валли – пӗрер. Унта районсенчи Тутарстанӑн историне, культурине, производство шайне аса илтерекен организацисемпе предприятисен хушшинче конкуренци пулать. 

Сасӑлама Мартӑн 1-мӗшӗнчен ак ҫак ссылкӑпа по ссылке пулать.

Сӑнӳкерчӗксем "КАМАЗ-мастер", Хусан Кремлӗ, Свияжск утрав-хула организацисен официаллӑ сайчӗсенчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев