Тутарстан çамрăкӗсен сывлăх фестивалӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан çамрăкӗсен сывлăх фестивалӗ

Августăн 8-мӗшӗнчен пуçласа 26-мӗшӗччен республикăри ултă хулара физкультурăпа психологи сывлăхӗ енӗпе «ӘЙТ» вӗренӳ сессийӗсем иртеççӗ. Проектӗн тӗп тӗллевӗ – Тутарстанри çамрăксен хушшинче физкультурăпа психологи сывлăхӗ çинчен пӗлӗве ӳстересси.

Йӗркелӳçӗсем – ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви, «Ак Барс» банк, Пултаруллă çамрăксен академийӗ тата ТР Сывлăх сыхлав министерстви. Мероприятисем ултă хулара иртӗç: августăн 8-мӗшӗнче – Арскра, августăн 12-мӗшӗнче – Пăвара, 15-мӗшӗнче – Чистайра, 19-мӗшӗнче – Элметре, 22-мӗшӗнче – Мӗслӗмре, 26-мӗшӗнче – Çырчаллинче.

Мероприяти формачӗ хăйнеевӗрлӗ. Вӗренӳ сессийӗсен «ӘЙТ» программине  тӗрлӗ интерактивлă зонăсемпе, мастер-классемпе, куравсемпе тата викторинăсемпе фестиваль евӗр йӗркелӗç.

Хастаррисем вылява хутшăнса партнерсенчен хаклă парне илме пултарӗç. Парнесен хушшинче – тӗрӗслев, глэмпингра канмалли, терма комплексне çитсе курмалли сертификатсем, спорт инвентарӗ тата ытти сывлăха упрама пулăшакан япаласем. Çавăн пекех мероприятире специалистсен консультацине иртме, ВИЧ-статуса пӗлме, психологи тренингӗсене тата ытти мероприятисене хутшăнма пулать. Васкавлă медицина пулăшăвӗ парассипе, çăмăл тата усăллă апат-çимӗç хатӗрлессипе мастер-классем иртӗç.

Мероприятисен тӗп пулăмӗ – спикер-тухтăрсемпе тӗлпулу.  Темăсен хушшинче  кашни çынна пырса тивекен çивӗч ыйтусем – репродуктивлă сывлăх, наркологи, кардиологи, диетологи.

Мероприятисене кăмăл пуррисем пурте çитсе курма пултараççӗ. Çывăхри районсенче пурăнакансем валли трансфер йӗркелеççӗ. Хутшăнас тесен  эйтконференци.рф сайтра регистраци иртмелле.

 Эйтконференци.рф сайтран тунă скриншот. 

 

 


лето в Татарстане #ӘЙТ #ЗдоровьеТатарстан #МолодёжьРТ #ФестивальЗдоровья

Нет комментариев