Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан çамрӑк ӑсчахсен шучӗпе лидерсен шутӗнче

Тутарстанра наукӑри çамрӑк специалистсен шучӗпе лару-тăру Раççейӗн ытти регионӗсемпе танлаштарсан лайăхрах. Кун пирки ВДНХри «Россия» курав-форумра ТР Наукӑсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов пӗлтернӗ.

«Раççейре çамрӑк ӑсчахсен шучӗ 40 процентпа танлашать, пирӗн — 60 процент. Эпир кунпа кăна лӑпланмастпӑр, паян аспирантура çине акцент тӑватпӑр. Аспирантурӑран вӗренсе тухнă çамрăксем кайран пирӗн патра çамрӑк ӑсчахсем, ӑслӑлӑх ертӳçисем пулса юлни пирӗншӗн приоритетлӑ», — тенӗ вӑл.

«Пурте наукӑна укçашӑн мар, ӗçе юратнипе каяççӗ теççӗ. Ученӑй иртен пуçласа каçчен тӗпчев ӗçӗсем тăвать. Укçа-тенкӗ ыйтӑвӗ пур, унтан ниçта та кайса кӗме çук. Федераллӑ пулӑшу панисӗр пуçне Тутарстанра çамрӑк ӑсчахсем, çамрӑк преподавательсем хушшинче професси конкурсӗсем иртеççӗ, çурт-йӗр ыйтӑвне татса пама пулăшаççӗ. Унсӑр пуçне çамрӑк ӑсчахсен стартапӗсене тӗрев парса пулăшса пыраççӗ», — палӑртнă Рифкат Минниханов.

«Наукӑпа университет» нацпроекта пула ТР çамрӑк ӑсчахсен шучӗ 4,5 пине çитнӗ. Наци проекчӗсем çӗршывра Раççей Президенчӗн Владимир Путинӑн указӗпе пурнӑçланаççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество