Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан çамрӑкӗсем Байконура çитсе курӗç

Сентябрӗн 11-мӗшӗнчен пуçласа 13-мӗшӗччен республикăри çамрӑксен организацийӗсен представителӗсем Казахстанра Байконур хулинче иртекен «Халӑхсен туслӑхӗ» фестивале хутшӑнӗç.

Тутарстан Республикинчен 15 делегат, вӗсен хушшинче – волонтерсем, çамрӑксен обществӑлла юхӑмӗсен актвисчӗсем: Çамрӑксен дипломатийӗн тата Пултаруллӑ çамрӑксен академийӗ, Ачасен тата çамрăксен ӗçӗсен комитечӗн ӗçченӗсем, Пӗтӗм тӗнчери çамрӑксен фестивалӗн делегачӗсем.

Çамрӑксем ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе Байконур хула администрацийӗ чӗннипе фестивале хутшӑнаççӗ.

Делегаци фестиваль шайӗнче наци костюмӗ тăхăнса театрализациленӗ представление, туслӑх Хороводне хутшӑнӗ, çавӑн пекех «Из глубины веков!» наци апачӗсен куравӗнче халăх кухнин историйӗпе паллаштарӗ.

Унсăр пуçне çамрăксем космодромӑн музей комплексне, «Буран» орбита карапне, Гагарин стартӗн 1 № площадкине, С. П. Королевпа Ю. А. Гагарин мемориал çурчӗсене, çавӑн пекех  «Байконур» космодромран «Союз – МС-26» карап  космоса вӗçсе хăпарнине  курӗç. Байконур хула тӑрӑх тата «Коркыт атат» мемориал комплексне экскурсие кайма та палăртнă.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: молодежь