Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Тутарстан Чăваш пики – 2025» ята Анна Иванова тивӗçрӗ

Шăматкун, октябрӗн 11-мӗшӗнче, Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики – 2025» конкурсăн финалӗ иртрӗ. Ку мероприяти Хусанта октябрӗн 5-мӗшӗнче пуçланнă Чăваш культура кунӗсене вӗçлерӗ.

12-мӗш хут иртекен конкурсăн финалне хальхинче 10 пике тухнă. Акă вӗсем: Мария Григорьева (Çӗпрел районӗ, Алешкин Саплăк), Мария Черникова (Пӗкӗлме районӗ, Наратлă), Виктория Никонова (Пăва районӗ, Чăваш Шуршу), Анна Иванова (Çарăмсан районӗ, Сосновка), Илиана Альмукова (Элмет районӗ, Патраклă), Елизавета Савелькина (Теччӗ районӗ, Аслă Ăнă), Анастасия Айдова (Аксу районӗ, Кивӗ Ӳсел), Олеся Питимирова (Çырчалли), Екатерина Михайлова (Павлă районӗ, Усăллă) тата Ангелина Дмитриева (Нурлат районӗ, Якуркел).

Палăртса хăвармалла, конкурс питӗ çӳллӗ шайра иртрӗ. Çак кун Туслăх Çуртӗнче тӗлӗнмелле илем хуçаланчӗ. Малтанах, сцена çинче конкурсăн официаллă пайӗ пуçланиччен, пикесем 1-мӗш хутри уявсен залӗнче хăйсем хатӗрлесе килнӗ чăваш апат-çимӗçӗпе паллаштарчӗç. Вӗсене пурне те, паллах, тăванӗсем, юлташӗсем пулăшрӗç. Хӗрсем хăйсем хатӗрленӗ апатпа тӗплӗн паллаштарчӗç  – пӗринчен пӗри маттур пулчӗç. Жюри пайташӗсем вара кашни пикен апатне тутанса пăхса хак пачӗç.

Официаллă пай чăваш хӗрӗсем çинчен калакан чуна тивмелле композиципе уçăлчӗ. Хӗрсен ташшине экран çинчи видеоролик тата пуянлатрӗ – вăл чăваш пикисем пур çӗрте те малта пулни пирки каласа пачӗ. «Вӗсем – пирӗшти пек, пурнăçăн кашни сферинче палăраççӗ, пурне те çутă парнелеççӗ, нимле йывăрлăх умӗнче те чарăнса тăмаççӗ», – текен сăмахсем янрарӗç экран çинчен паллă чăваш хӗрарăмӗсене кăтартса пынă май. Конкурсанткăсем акăш пек утса сцена çине тухрӗç.

Пикесем малтан кашни хăйпе паллаштарчӗç – «Визитка» конкурсра тупăшрӗç, унтан пултарулăх номерӗпе пӗрин хыççăн тепри сцена çине тухрӗç. Чăваш киновне халалланă ыйтусем çине хуравласа хăйсен пӗлӗвне кăтартнă хыççăн хисеплӗ жюри пӗтӗмлетӳ тума кайрӗ. Çак вăхăтра сцена пушă тăмарӗ – Шупашкартан ятарласа килнӗ чăваш эстрада юрăçи Андрей Думилин, Хусанти «Ӗмӗт», «Аюна» ушкăнсем, Софийăпа Стефания Чаркинасем, Францирен килсе çитнӗ Галина Таймасова, чăваш халăх артистки Августа Уляндина илемлӗ юрăсем парнелерӗç.

Акă кӗтнӗ самант та çитрӗ – конкурса ертсе пыракан маттур та пултаруллă чăваш каччисем – икӗ Дима – Мясников тата Глухов – конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем хатӗр пулни пирки каларӗç. Хăш пикене мӗнле  номинацире палăртрӗç-ха? Паллаштаратпăр:

«Тарават пике» – Мария Григорьева;

«Тавçăруллă пике» – Екатерина Михайлова;

«Ăста пике» – Мария Черникова;

«Кăмăллă пике» – Виктория Никонова;

«Кӗмӗл сасă» – Анна Иванова;

«Сапăр пике» – Ангелина Дмитриева;

«Илӗртӳллӗ пике» – Анастасия Айдова;

«Хастар пике» – Елизавета Савелькина;

«Спорт пике» – Олеся Питимирова;

«Сувар пики» – Илиана Альмукова.

1, 2 тата 3-мӗш вырăнсене жюри çапларах палăртнă:

3-мӗш вырăна – «II Вице-мисс» титула – икӗ пике – Мария Григорьевапа Елизавета Савелькина;

2-мӗш вырăна та – «I Вице-мисс» титула – икӗ чиперкке – Виктория Никоновапа Анастасия Айдова тивӗçрӗç.

1-мӗш вырăна вара – «Тутарстан Чăваш пики – 2025» ята хальхинче Çарăмсан районӗн пики Анна Иванова илме тивӗçрӗ. Саламлатпăр!

Конкурс çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатра çырса пӗлтерӗпӗр.

 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Ытти сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс