Тутарстан – чи вулакан регион
Тутарстан Республики «Чи вулакан регион 2023» Пӗтӗм Раççейри конкурсра çӗнтернӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Ӗнер çӗнтерӳçӗсене Мускавра — Раççей Писательсемпе издательсен союзӗсен ассоциацийӗнче — наградăланă.
Раççей Кӗнеке союзӗн президенчӗ Сергей Степашин Тутарстанри «Татмедиа» пичетпе массăлла коммуникацисен агентствин ертӳçине Айдар Салимгараева конкурсăн тӗп призне — хумсем çийӗн вӗçекен бронза карап-кӗнеке статуэткине — панă.
Чыслав церемонине çавăн пекех ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова, Тутар кӗнеке издательствин генеральнăй директорӗ Ильдар Сагдатшин тата Р. Миннуллин ячӗллӗ Республика ача-пăча библиотекин директорӗ Ирина Мухаметгареева та хутшăннă.
Конкурс йӗркелӳçисемпе жюри Тутарстана Р. Миннуллин ячӗллӗ Республика ача-пăча библиотекин «Тухса çӳрекен библиотека» проекчӗшӗн тӗп приза панă. Унччен пирӗннисем виçӗ хутчен ку конкурсра çӗнтернӗ.
Культура пуçарăвӗсен Президент фончӗ тӗрев панипе Тутарстан 2024 çулта çуркунне хăйӗн территорийӗнче «Раççейӗн литература флагманӗ» фестиваль-форум ирттерет. Унта регионсен литературăна, кӗнекесене тата вулава аталантарас çитӗнӗвӗсемпе паллашма пулӗ.
Çавăн пекех конкурсра кăçал Ставрополь крайӗ, Чулхула тата Ленинград облаçӗсем лауреат пулса тăнă. Унччен çӗнтернӗ Белгород облаçне «Кӗнекепе вулавăн территорийӗ» хисеплӗ статус панă.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев