Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан ЕГЭ тытса 100 балл пухнă ачасен шучӗпе Раççейре лидерсен йышӗнче

Тутарстан Пӗрлехи патшалăх экзаменӗ парса 100 балл пухнă ачасен шучӗпе Раççейӗпе илсен лидерсен шутӗнче. Çакăн пирки ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин Хусанта икӗ е виçӗ предметпа ЕГЭ парса 200 тата 300 бал пухнă ачасемпе тӗл пулсан каланă.

«Кăçал 358 вӗренекен 100 балл пухнă, 48-ăн – 200, 2-ӗн – 300 балл. Вӗсем пирӗн кăна мар, пӗтӗм Раççей мăнаçлăхӗ. Тутарстанри вӗрентӳ – чи çӳллӗ шайра. Эпир 100 баллă результатсен шучӗпе Раççейӗн топ-5 регионӗсен йышне кӗме пултартăмăр», – тенӗ вăл.

Кăçал Тутарстанра 16,5 пин ача шкул пӗтернӗ. 11-мӗшсем математикăпа, вырăс чӗлхипе, биологипе, литературăпа, физикăпа, химипе, информатикăпа тата акăлчан чӗлхипе 100 бал пухма пултарнă.

«100 балл пухакансен шучӗ ӳсрӗ. Пӗлтӗр 313-ӗнччӗ чи пысăк кăтарту тăвакансем. Кăçал вырăс чӗлхипе кăтартусем пӗлтӗрхинчен çӳллӗрех. Ку предметпа 72 ача 100 бал пухнă, математикăпа – 138-ăн», - пӗлтернӗ Ильсур Хадиуллин.

Кăçал Хусан тата Çырчалли хулисемпе пӗрлех Заинск, Кайпăç, Мамадыш, Сарман тата Саба районӗсем те пысăк кăтартусемпе палăрнă.

Тутарстанра Пӗрлехи патшалăх экзаменӗ тытса 100 балл пухнă ачасен шучӗ пысăк лидер-шкулсен йышне Хусанти 131-мӗш лицей (35 ача), Хусанти федераллă университетăн IT-лицейӗ (31 ача), Çырчаллинчи 26-мӗш гимнази (15 ача), Хусанти 2-мӗш лицей-интернат (12 ача), Анат Кама районӗнчи 24-мӗш лицей-интернат (12 ача), Хусанти федераллă университетăн Н.И.Лобачевский ячӗллӗ лицейӗ (11 ача) кӗнӗ.

 

Сăнӳкерчӗксем ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин. 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование