Тутарстан кăçал ют çӗршыва 106 пин тонна тырă сутнă
Пуçласа Тутарстан территорийӗнчен Китая 2700 тонна сӗлӗ, 11500 тонна йӗтӗн вăрри, 22 пин тонна ӳсен-тăран çăвӗ тата 27,5 пин тонна чӗкӗнтӗр жомне ăсатнă.
Тырă, унран хатӗрленӗ продуктăн пахалăхӗпе хăрушсăрлăхне тата ют çӗршывсене ăсатакан тыррăн фитосанитари карантинне патшалăх шайӗнче тӗрӗслекен Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗ тимлӗхӗпе кăçал 18 ют çӗршыва 106 пин тонна тырăпа унран хатӗрленӗ продукт ăсатнă. Хальлӗхе çӗршыв-импортерсенчен пахалăх пирки асăрхаттарни пулман-ха. Кун çинчен «Ветеринари тата фитосанитари надзорӗн федераллă службин Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Айрат Тазетдинов «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ.
Спикер сăмахӗсем тăрăх, республикăн туллипе урпине, сӗллине Азербайджан, Казахстан, Иран, Ирак, Грузи туяннă. Йӗтӗн, горчица, çуллă вика, рыжик, кантăр вăрри пек çуллă культурăсене вара Чехи, Германи, Польша, Испани, Итали, Турци, Монголи тата Беларусь Республикине ăсатнă. Хуратула – Киргизипе Туркмени туяннă.
Паллă ӗнтӗ, ăсатмалли тырра проба илсе йышăнакан çӗршывăн фитосанитари требованийӗсене тивӗçтернипе тивӗçтерменнине кашнинчех лабораторире тӗрӗслеççӗ. Кăçал пӗтӗмпе 1530 фитосанитари сертификатне панă вӗсем. Кунсăр пуçне кашни çӗршывăн шалти документсемпе çирӗплетнӗ пахалăх требованийӗ те пур. Тутарстанра ку тӗрӗслеве Россельхознадзорăн агропромышленность продукцийӗн пахалăхне тӗрӗслекен центрӗсем ирттереççӗ. Кăçал пуçласа пӗрремӗш хут Тутарстан территорийӗнчен Китая 2700 тонна сӗлӗ, 11500 тонна йӗтӗн вăрри, 22 пин тонна ӳсен-тăран çăвӗ тата 27,5 пин тонна чӗкӗнтӗр жомне ăсатнă.
Раççей регионӗсем те Тутарстан тыррипе усă кураççӗ. 35 региона пӗтӗмпе 1 миллион та 700 пин тонна тырă ăсатнă кăçал.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев