Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан предприятийӗ Абхазин электросеть инфраструктурине çӗнетет

Проектпа килӗшӳллӗн, предприятисем кӳршӗллӗ Абхази Республикин территорийӗнче 60 пин интеллектуаллă учет приборне вырнаçтармалла тата республикипех нумай хваттерлӗ çуртсен электросетьне реконструкцилемелле.

«ПРОМЭНЕРГО» энергорессурса шутлакан интеллектуаллă системăн производителӗпе «Черноморэнерго» предприяти Абхази Республикинче электроэнерги учечӗн системине çӗнетесси пирки килӗшӳ тунине пӗлтерет ТР Промышленноçпа суту-илӳ министерствин пресс-служби.

Ӗçе вӗсем нумай хваттерлӗ çуртсенче 23 пин прибор вырнаçтарнинчен тата çуртсем ăшӗнчи электросетьсене реконструкци тăвӗç. Пӗрремӗш тапхăрта 500 ытла нумай хваттерлӗ çурта пырса тивӗ çӗнӗлӗх. Иккӗмӗш тапхăрта 37 пин харпăр çуртра та электроэнерги учечӗн çӗнӗ приборӗсене вырнаçтарӗç.

Контракт тăрăх, предприятисем мӗнпур ӗçе 2026 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен вӗçлемелле.

(Сăнӳкерчӗк ТР Промышленноçпа суту-илӳ министерствин сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество