Тутарстан Президенчӗ хуласене юртан хӑвӑртрах тасатма хушнӑ
Влаҫ вертикалӗн ҫитменлӗхӗсенчен пӗри – пуҫлӑх хушмасӑр нукерсем йӑшӑлтатма пуҫламаҫҫӗ
Ҫакӑн ҫинчен брифингра ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳҫи Лилия Галимова пӗлтернӗ.
"Паллах, Президент ку проблема ҫинчен пӗлет, ҫав шутра ун патне ҫитернӗ пирӗн оперативлӑ материалсем тӑрӑх та, ҫынсенчен килекен ҫӑхавсенчен те",– тенӗ Галимова.
Муниципаллӑ йӗркеленӳсен ертӳҫисене ҪКХ тата ҫул-йӗр комплексӗн предприятийӗсен ӗҫне вӑйлатма тӗллев лартнӑ.
"Ҫырчаллипе Хусан мэрӗсем хуласенчи дворсене курса ҫаврӑннӑ.
Вӗсем тасатман ҫулсем пирки ытларах ыйту тухнине йышӑннӑ. Тата трассӑсене тасатасси те ҫивӗч ыйту, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗн нумай. Дворсенче те ӗҫ пур, унӑн пахалӑхӗ пирки нумай ҫын кӑмӑлсӑр. Паллах, кунта управляющи компанисем ҫинче пысӑк яваплӑх, вӗсем ҫак ӗҫе хастар хутшӑнмалла",– тесе палӑртнӑ Галимова.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев