Тутарстан Раççейӗн чи сахал чухăнсемлӗ регионӗсен шутне кӗнӗ
Пуян пурăнатпăр иккен апла. Пӗтӗмӗшле кăтартусемпе Раççейре кăçал чухăнсен шучӗ самай чакнă. Аналитиксен шучӗпе, малашне те çапла лару-тăру сыхланса юлсан 2026 çулта чухăнсен шучӗ малалла та чакса пырӗ.
Тутарстан Раççейӗн чи сахал чухăнсемлӗ регионӗсен шутне кӗнине пӗлтерет «РИА Новости». Ун тӗпчевӗсемпе пирӗн республикăра чухăнсен шучӗ 3,3 процентпа танлашнă. Ку кăтарту Санкт-Петербургпа Чукотка автономи округӗпе пӗр шайра. Сăмах май, çӗршывра регионсенчи çынсен тупăш шайӗ питӗ те улшăнса тăрать.
2025 çулта çӗршыври экономика лару-тăрăвӗпе килӗшӳллӗн, çынсен тупăшӗсем ӳсме пăрахни палăрать. Росстат кăтартăвӗсемпе çынсен чăн тупăшӗ унчченхи 9,9 процент ӳсӗм вырăнне 7,7 процентпа танлашнă. Çав вăхăтрах чухăнлăх чиккинчен каçнисен шучӗ те ӳснӗ. Ӗлӗкрех 7,1 процент пулнă-тăк, халӗ – 6,7 процент. Аналитиксен кăтартăвӗпе регионсенчи тупăш шайӗ питӗ улшăнса тăрать. Ертӳçӗ регионсенче çынсен тупăшӗ 6 хут та пысăкрах. Тӗслӗхрен, ак Чукотка округӗнче тупăшăн медиана кăтартăвӗ 147,3 пин тенкӗпе, çав хушăрах Ингушетире 25,1 пин тенкӗпе танлашать. Мӗн-ха вăл тупăшăн медиана кăтартăвӗ? Енчен те вăтам ӗç укçине пуринне те пӗрле хушса пайласа палăртаççӗ пулсан. Медиана кăтартăвӗ вăл чи пысăк тупăшпа чи сахал тупăшăн варри. Мӗн чухлӗ çын чухăнлăхра пурăннипе те уйрăлса тăраççӗ регионсем.
Росстат кăтартăвӗсемпе, юлашки 25 çулта чухăнсен шучӗ çӗршывра палăрмаллах чакнă – тăватă хутчен. Чи пуяннисен шутне Санкт-Петербург хулипе Тутарстан тата Чукотка округӗ кӗнӗ. Асăннă хулапа субъектсенче кăтарту 3,3 процентран сахалрах. Унтан Ямалпа Ненецк автономи округӗпе (3,3 процент) Мускав (3,8 процент) пыраççӗ.
Экспертсен сăмахӗпе, чухăнсен шучӗ пурӗ 0,4 процента чакнă. Кăтартусем 85 регионта лайăхланнă. Ку ытларах Карачаево-Черкесире, Бурятире, Байкал леш енчи тăрăхра курăнать. Унта чухăнсен шучӗ 1,8 процента чакнă.
Аналитиксен шучӗпе, малашне те çапла лару-тăру сыхланса юлсан 2026 çулта чухăнсен шучӗ малалла та чакса пырӗ.
Паллă экономист Михаил Беляев «Татар-информа» панă комментарире Тутарстан ялан çирӗп лару-тăрупа палăрса тăнине палăртнă. «Халӗ экономика процесӗсемпе питӗ те пӗлсе, рационаллă ӗçлени курăнать. Ман шутпа, ку регионти экономикăн никӗсӗ. Малашне регионăн, унпа пӗрле вара çынсен лару-тăрăвӗ те лайăхлансах пырӗ. Паллах ку аталану пӗр йӗрпе тӳррӗн пырӗ тенине пӗлтермест. Пӗр вăхăта чарăнса тăни те пулӗ, анчах каялла чакмасăр. Анчах çулран-çул çынсен лару-тăрăвӗ çирӗпленсе пырасси куçкӗрет», – тенӗ эксперт.
Сăнӳкерчӗк: «Татар-информ» ИА, А.Наумов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев