Тутарстан Раисӗ Раççей Почтин генеральнăй директорӗпе тӗл пулнă
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов «Раççей Почти» АО генеральнăй директорӗпе Михаил Волковпа курса калаçнă. Тӗлпулу ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ.
Рустам Нургалиевич хăй сăмахӗнче халӗ республикăра 1138 çыхăну уйрăмӗ пуррине, вӗсенче 8 пин ытла çын ӗçленине палăртнă. «Сире пӗрлехи ӗçшӗн тав тăватăп. Почта уйрăмӗ вăл — чи кирлӗ социаллă объектсенчен пӗри, уйрăмах ялта», — тенӗ Раис.
Рустам Миннихановпа Михаил Волков çавăн пекех Тутарстанра почта уйрăмӗсене юсассин программине сӳтсе явнă. Ку ӗç Раççей Президенчӗ Владимир Путин хушăвӗпе пурнăçланса пырать. 2022 çулта республикăра 15 çыхăну уйрăмне юсанă пулсан, пӗлтӗр — 32. Кăçал та программа малалла тăсăлӗ.
Çавăн пекех почта услугисен переченьне ӳстерессипе, кадрсене илӗртессипе тата логистика потенциалне пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă тӗлпулура.
Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев