Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов республикăри правăна хӳтӗлекен органсемпе канашлу ирттернӗ

Ăна пушарсемпе мӗнлерех лару-тăру пулни çинчен доклад туса пӗлтернӗ

Аса илтеретпӗр, çӗрккӗ Тукай районӗнчи çуртсенчен пӗринче тухнă пушар çичӗ çын пурнăçне татнă, çав шутра тăватă çул çитмен ачанне. Рустам Минниханов районсен пуçлăхӗсене пушара хирӗç кӗрешес профилактика мероприятисене вăйлатма хушнă. Уйрăммăн илсен, килӗрен çӳресе çынсене хăрушсăрлăх мелӗсене пăхăнма хистемелле, вӗсемпе профилактика калаçăвӗсем ирттермелле. Раис палăртнă тăрăх, нумай ачаллă çемьесене ку ӗçре пысăк тимлӗх уйăрмалла. Рустам Минниханов профилактика ӗçӗсене социаллă тивӗçтерӳ организацийӗсене тата волонтерсене явăçтарма хушнă. 
Кун пек инкексем, паллах, пуçлăхсене кăна хумхантармаççӗ. Вут никама та хӗрхенмест. Манмалла мар, пӗчӗк те ансат, каклă мар пушар извещателӗ пурнăçа та çăлма пултарать, вут тухас хăрушлăхран та вăхăтлă систерет. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X