Тутарстан Республикикн вăрман отраслӗн специалисчӗсем усăнакан хурăн вăрлăхне хатӗрлеме тытăннă
Çак ӗçсене вӗсем «Экологи» наци проекчӗн «Вăрмансене упрасси» федераллă проектри «Тутарстан Республикинчи вăрмансене упрасси» регион проекчӗпе килӗшӳллӗн туса ирттереççӗ.
«Пурӗ 300 килограмм хурăн кăчки пухса хатӗрлеме палăртнă. Каярах вăрлăхсене Тутарстан Республикин Вăрмана хӳтӗлес центрне тӗрӗслеме ăсатӗç, – тесе пӗлтернӗ ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствин Вăрмансене чӗртес тата вăрман ӗрчетес енӗпе ӗçлекен уйрăмăн начальникӗ Тимур Галиев. – Пухса хатӗрленӗ вăрлăх материалне ял хуçалăх çӗрӗсем çинчи хӳтӗлев посадкисене лартма, вăрман йышне ӳстерме усă курăнӗ».
Вăрманти ӳсен-тăран вăрлăхӗсене хатӗрлесси «Тутарстан Республикинчи вăрмансене упрасси» регион проекчӗн хушма кăтартăвӗсен шутне кӗрет. Тимур Галиев сăмахӗсемпе, кăçал Тутарстан вăрманçисен 11455 ктлограмран сахал мар вăрлăх пуçтармалла. Августăн вӗçӗнче вӗсем çăка, каврăç (ясень) вăррисене пуçтарӗç, сентябрьте юман йӗкелӗ пуçтарма вăхăт çитет.
2022 çул пуçланнăранпа ТР Вăрман хуçалăх министерствинчи учрежденисен ӗçсенӗсем пурӗ 1168 килограм йывăç вăрлăхӗ хатӗрленӗ. Çав шутра 703 кг хыр йӗкелӗ, 137 кг – чăрăш йӗкелӗ, 40 кг – лиственница, ытти йывăçсен вăрлăхӗсене – 288 кг.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев