Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Республикинче октябрӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 3-мӗшӗччен «Пешеход» профилактика мероприятийӗ иртӗ

Кăçалхи 9 уйăхра республикăри çул-йӗр пăтăрмахӗсенче 55 çуран çӳрекен аманса вилнӗ. Ытларах вӗсем тӗттӗм вăхăтра кустăрма айне пулаççӗ. Тумӗсем çинче çутта тавăракан элементсем пулнă пулсан, нумайăшӗ тен, сывă та юлнă пулӗччӗç. Шухă водительсем çул урлă каçмалли «зебрасем» çинче те çынсне курми пулса çитрӗç.

Тутарстан Республикинчи Патшалăх автоинспекцийӗ çулпа çӳрекен мӗн пур çынна тимлӗ тата асăрхануллă пулма ыйтать. Çул урлă çуран каçмалли вырăнсен тӗлӗнче водительсен машинан хăвăртлăхне чакармалла. Çуран çӳрекенсем те çул урлă – çакна тума ирӗк паракан тӗлсенче кăна каçмалла. Тата водитель чарăнса çакна тума ирӗк панине те пăхмалла. Куçа хупса çул урлă каçмалла мар.

Тӗттӗмре «ближний» фарӗн çуттипе водитель çул çинчи çынна 50 метртан асăрхама пултарать. Ку питӗ кӗске хушăк, вăл чарăнса ӗлкӗреймессе те пултарать. Çын тумӗ çинче çутта тавăракан элемент пур пулсан çак хутлăх 200 метра пысăкланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев