Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов паян хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă тăвать
Унăн энергине, пысăк пӗлӗвне, ӗçлес ятарлă стильне пула республика Раççейри малта пыракан регионсенчен пӗри пулса тăчӗ.
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн сăмахӗсемпе, республикăна ертсе пыма тытăнсан, Рустам Минниханов пӗр шухăшлă çынсен командине йӗркелесе Тутарстанăн аталану стратегине малта пыракан технологисене алла илесси çине тӗлленӗ.
«Рустам Минниханов – малашлăха пăхакан çын. Вăл инновацилле инфраструктурăна аталантарма тытăннă, технопарксен, муниципаллă промышленность площадкисен идеисене пурнăçа кӗртрӗ. Вăл тунă «Алабуга» экономика зони – Раççейре чи лайăххисенчен пӗри, вăл пуçарнă Иннополис – бизнесăн уйрăм IT зони кăна мар, Раççейри çӳллӗ шайри технологисен пӗрремӗш хули те» - тесе каланă Фарид Мухаметшин. Унăн шучӗпе ялти улшăнусене те Рустам Минниханов ячӗпе çыхăнтарма пулать. Паян Раççейри ял хуçалăх хирӗсен 2% Тутарстанра, республика çӗршывăн пӗтӗмӗшле ял-хуçалăх продукцийӗн 4 процентне туса кăларать, çурри – фермерсен ӗçӗ.
Рустам Минниханов маларах Раççейре пулман чылай социаллă программăна тапратса ячӗ. Социаллă объектсен строительстви тата вӗсен капиталлă юсавӗ, общество хутлăхӗсене йӗркелесси, сывлăх сыхлав системин «пӗрремӗшле сыпăкне» модернизацилесси тата ытти те. Пурӗ республикăра 44 «президент» программи ӗçлет.
«Рустам Миннихановăн ӗç темпӗ питӗ пысăк. Ирхине яллă районра пулсан, вăл çав кунах ют çӗршыври канашлăва хутшăнма пултарать. Пӗтӗм ыйтăва хăй хутшăнма тăрăшать, вӗсене татса парать. Çапла кашни кун. Тутарстан Президенчӗ – РФ тава тивӗçлӗ спорт мастерӗ, автогонкăсенче пӗрре мар çӗнтернӗ çын, пысăк хăвăртлăхра пурăнма хăнăхнă», - тесе палăртнă Мухаметшин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев