Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов Раҫҫей ҫутӗҫ министрӗпе Сергей Кравцовпа тӗл пулнă
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов Раҫҫей ҫутӗҫ министрӗпе Сергей Кравцовпа тӗл пулнă

Тӗлпулу паян Хусанта ТР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ. Тутарстан Республикинчен тӗлпулӑва ТР Премьер-министрӗн ҫумӗ Лейла Фазлеева, ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин хутшӑннă.

Хусана ĕçпе килнĕ Сергей Кравцов «Адымнар» полилингваллă комплексне ҫитсе курнӑ, регионти ытти вӗрентӳ учрежденийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе те паллашнӑ.

Тӗлпулура вӗрентӳ тытӑмне малалла аталантарас, вӗрентӳ учрежденийӗсен ӗҫне лайӑхлатас, пысăк квалификациллĕ кадрсем хатӗрлес ыйтусене сӳтсе явнă.

Тутарстан Республикин  Раисĕн пресс-службин материалĕсем тăрăх.

Сăнÿкерчĕк tatarstan.ru сайтран. 

 


встреча

Нет комментариев