Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Республикине Çӗнӗ çулхи каникул вӑхӑтӗнче 170 пин ытла турист килсе кайнӑ

Пуринчен ытла хӑнасем Мускавран тата Санкт-Петербургран килнӗ.

Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра туризм енӗпе ӗçлекен республикӑри Патшалăх комитечĕн председателӗ Сергей Иванов пĕлтернĕ.

«Декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 8-мӗшӗччен Тутарстанра 170 пин ытла турист пулнă. Ку 2023 çулхи тапхӑрпа танлаштарсан 5 процент нумайрах», — палӑртнă Сергей Иванов.

ТР культура министрӗ Ирада Аюпова палӑртнӑ тăрăх, туристсем ытларах Хусан Кремлне суйланă, унта 195 пин ытла çын çитсе курнă. Пилĕк тĕп вырăна тата Хусан циркӗ (86 пин куракан), Сӗве музей-заповедникĕ (45 пине яхӑн çын), çавӑн пекех «Экият» пукане театрĕ тата Тукай ячӗллӗ Тутар патшалӑх филармоние кĕнĕ.

Республикӑри районсенче иртекен 6500 мероприятие 800 пин ытла çын хутшăннă. Патшалӑх культура учрежденийӗсенче 600 пин ытла çын пулса курнӑ.

Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество