Тутарстан сборнăйӗ Пысăк технологисен чемпионатӗнче 8 медаль çӗнсе илнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан сборнăйӗ Пысăк технологисен чемпионатӗнче 8 медаль çӗнсе илнӗ

Сентябрӗн 18-21-мӗшӗсенче Аслă Новгородра иртнӗ пысăк технологисен чемпионачӗн финалӗ иртнӗ. Унта хутшăнакансем 16 тӗп компетенципе тупăшнă.

Ăмăртусенче пысӑк технологиллӗ производствӑсемшӗн, цифрӑллӑ экономикӑшӑн тата импорта ылмаштарассин программишӗн пӗрспективлă направленисене шута илнӗ.

Тутарстанран хутшăнакансем 6 медаль (3 ылтăн тата 3 кӗмӗл) çӗнсе илнӗ. «Системы умного дома» компетенцире пӗрремӗш вырăн йышăннă участника та палăртса хăвармалла — вăл халăхсен хушшинче чи лайăххи пулса тăнă.

Индустриллӗ зачетра Тутарстан команди 2 кӗмӗл медаль илме тивӗçнӗ.

Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран.


2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане

Нет комментариев