Тутарстан шкулӗсене пӗрлехи истори кӗнекисем çитнӗ
Тутарстан кăçал Раççей историйӗпе çӗнӗ учебниксем 10-мӗшпе 11-мӗш классем валли 44 миллион тенкӗлӗх туяннă. Хальхи вăхăтра республикăри кашни шкулах вӗсемпе тивӗçтернӗ, тесе пӗлтернӗ ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин.
«Кăçал 10-11-мӗш классем валли Раççей историйӗн вӗренӳ кӗнекисем тухрӗç. Тутарстан Раççейре пуринчен малтан çав кӗнекесене туянса шкулсене тивӗçтерчӗ. Пӗрлехи вӗренӳ кӗнекисем çине куçмалла, ачасене вӗсем тăрăх вӗрентмелле», — тенӗ вӗрентӳпе наука министрӗ.
Çӗнӗ вӗренӳ кӗнекисенче Раççей историйӗпе пӗтӗмӗшле историе пӗрлештернӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи тата ятарлă çар операцийӗ пирки çӗнӗ материалсем кӗртнӗ. Асăннă учебниксене Раççей Çутӗç министерствин 2023 çулхи июлӗн 21-мӗшӗнче тухнă приказӗпе федераллă перечене кӗртнӗ.
Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев