Тутарстан территорине чир кӗртес мар тесе урăх регионтан выльăх кӳме чарнă
Выльăх усракан ял хуçалăх предприятийӗсемпе харпăр хуçалăхсене ветеринарипе санитари нормисене çирӗп пăхăнма, выльăхсене хупса усрама, кӗнӗ çӗрте санитари тӗрӗслевӗн пункчӗсене йӗркелеме, выльăх патне пыракан транспорта дезинфекцилеме тата выльăх-чӗрлӗх комплексне килекен кашни çынна тимлӗхре тытма хушнă.
Юлашки вăхăтра Раççейӗн хăш-пӗр регионӗнче выльăх-чӗрлӗх чирӗсем сарăлнипе тунтикун, мартăн 23-мӗшӗнче, ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствинче ерекен хăрушă чирсене Тутарстан территорине кӗртес мар тесе ӗçлекен республика штабӗн черетсӗр ларăвӗ иртнӗ.
Выльăх чирӗсем кӳршӗллӗ республикăсенче те палăрнине кура лару-тăру чăнах та сисчӗвлентермелли. Ял хуçалăх отрасльлӗ Тутарстанăн экономикишӗн пысăк хăрушлăх ку, мӗншӗн тесен чир сарăлас-тăк, хуçалăхсене пысăк тăкак кӳме пултарать. Çавăнпа штаб районсенчи ял хуçалăх управленийӗсен, ял-хуласенчи ветеринари уйрăмӗсен ертӳçисемпе, ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсемпе, сысна тата чăх-чӗп ӗрчетекен предприятисен ертӳçисемпе, предпринимательсемпе видеоконференци мелӗпе тӗл пулнă та.
ТР ял хуçалăх министрӗн пӗрремӗш çумӗ Ленар Гарипов вӗсене çӳлерех асăннă мерăсене йышăнма çирӗп асăрхаттарнисӗр пуçне муниципаллă районсен территорийӗсенче ял хуçалăх объекчӗсенчен сахалтан та 5 километрта выльăхсене вăхăтлăха карантина хупса усрамалли ятарлă вырăнсем йӗркелеме хушнă.
Ерекен хăрушă чирсем республика территорине кӗресрен Раççей регионӗсенчен йӗкӗр чӗрнеллӗ (парнокопытные) чӗрчунсене кӗртме вăхăтлăха чарнă. ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, чару ăратлă выльăхсене тата ТР Министрсен Кабинечӗн Ветеринари управленийӗ ирӗк панисене пырса тивмест.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев