Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан цифра çине куçрӗ

Паянтан Тутарстан цифрăллă телекурав çине куçрӗ. Республикăра пурăнакансем халӗ пысăк пахалăхлă 20 канал курма пултараççӗ

Паянтан Тутарстан цифрăллă телекурав çине куçрӗ. Республикăра пурăнакансем халӗ пысăк пахалăхлă 20 канал курма пултараççӗ.

Аналоглă телекурава чарас церемони Хусанти телевышкăра иртрӗ. Унта РФ цифрăлла аталану, çыхăну тата массăлла коммуникацисен министрӗн çумӗ Алексей Волин, ТР патшалăх управленийӗн цифрăлла аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министрӗ Айрат Хайруллин, «Татмедиа» пичет тата массăлла коммуникацисен республика агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев, ВГТРК генеральнăй директорӗн çумӗ Рифат Сабитов тата РТРСăн Тутарстанри филиалӗн ертӳçи Владимир Якимов хутшăнчӗç.

Сăмах май, паян Раççейре «аналогран» «цифра» çине куçас тăваттăмӗш – юлашки – тапхăр иртрӗ, çӗршыври 21 регион паха телекурав çине куçрӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: цифровое телевещание