Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Украинăри Лисичанск хулине хăй хӳттине илет

Раççей специалисчӗсем ӗнтӗ хулан çӗмрӗлнӗ инфраструктурине тӗпчеме тытăннă. Çакăн çинчен хула мэрӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Андрей Скорый пӗлтернӗ.

«Тутарстан пире шефла пулăшу кӳрет, – тенӗ вăл. – Тутарстан специалисчӗсем ӗнтӗ хулана тӗпчеме килчӗç, ӗç фронтне эпир ӗнтӗ палăртрăмăр. Ман шутпа вӗсем хăвăрт ӗçе тытăнӗç, инфраструктурăна йӗркене кӗртме пулăшӗç. Тен, предприятисене пӗрле хута ярăпăр, мӗншӗн тесен хулана тăрантакан предприятисем ӗçлени кирлӗ. Раççей пире питӗ пулăшать».

ЛНР Халăх милицийӗн подразделенийӗсем РФ Хӗçпăшаллă çарӗсем пулăшнипе Лисичанска июлӗн 3-мӗшӗнче ирӗке кăларнă. Вăл Украина çарӗсем тытса тăнă Луганск республикинчи юлашки пысăк хула пулнă. 2017 çулта çак хулара 100 пине яхăн çын пурăннă. 2014 çулта хула ВСУн нацйӗркеленӗвӗсем тата ополчени хушшинчи хӗçпăшаллă конфликт зонинче пулнă.  Украина боевикӗсем тапăнса кӗрсен, хула вӗсен аллине куçнă. 2022 çулхи июлӗн 4-мӗшӗнче Лисичанска пирӗн çарсем хăтарнă. Хулара пилӗк кăмрăк кăларакан шахта пур тата 2012 çултанпа ӗçлемен нефть уçлакан завод.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев