Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан влаçӗсем социаллă бизнеса 500 пин тенкӗ таран субсиди пама хатӗр

Социаллă усламçăсем 100 пин тенкӗрен пуçласа 500 пин тенкӗ таранччен субсиди илме пултараççӗ тесе пӗлтерет Тутарстанри бизнес-омбудсменăн пресс-служби.

«Тутарстан правительстви Постановлени кăларнă, унта социаллă предпринимательсене субсиди парас йӗрке мӗнле пулмаллине кăтартнă», – пӗлтерет ведомство.

Грантсене социаллă проектсене пурнăçлама, çын пурăнман пӳлӗмсене юсама е тара илме, оргтехникăна тара илме, инженери инфраструктурипе çыхăнма тата ытти тӗллевсем валли параççӗ. Налогсемпе парăмсем çук усламçăсем республикăра ӗçлеççӗ пулсан, çак грантсене илме пултараççӗ.    

Бизнесшăн çакă паянхи кун питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев